Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çунана çеç мар, путевкăна та маларах хатĕрлемелле

12 апреля 2016 г.

Кăçалхи вĕренỹ çулĕ вĕçлениччен уйăх çурăна яхăнах пулин те Чăваш Енте ачасен çуллахи каникул вăхăтĕнче хулаçум лагерьсенче сывлăха çирĕплетме каймашкăн путевкăсем валеçмелли тапхăр апрелĕн 9-мĕшĕнче пуçланнă. Çак кунсенче район валли уйăрса панă квотăпа килĕшỹл-лĕн ачасене лагерьте канмалли путевкăсемпе тивĕçтерме тытăнаççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн- чен заявкăсем йышăнассине, вĕсене шута илессине тата путевкăсемпе тивĕçтерессине пĕрлехи автоматизациленĕ тытăм урлă йĕркелесе пыраççĕ.

Районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ертỹçи А. Воробьева хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ çемьесенчи ачасемшĕн çăмăллăхлă йĕркепе путевка хакĕн 5 процентне çеç тỹлеттереççĕ. Центр урлă мĕн пурĕ 72 ача республикăри хула çывăхĕнчи лагерьсенче канĕç, сывлăхне çирĕплетĕç, ăс-тăнне пуянлатĕç, çĕнĕ юлташсем тупĕç... Вĕсенчен 12-шĕ _ тỹлевсĕр. Çавăнпа та хисеплĕ ашшĕ-амăшĕн ачан çуллахи канăвĕ пирки халех шухăшламалла. Хĕле хирĕç çунана çеç мар, путевкăна та маларах хатĕрлемелле.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика