08 апреля 2016 г.
Апрелĕн 9-мĕшĕнче Ишлĕре Чă- ваш Республикинчи Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕн, "Единая Россия" политика партин регионти уйрăмĕн секретарĕн Николай Владимирович Маловăн призĕсене çĕнсе илессишĕн республикăри сунарçăсен ăмăртăвĕ пулать. "Тĕл перекен" ("Меткий стрелок") тупăшăвăн положенине çирĕплетнĕ. Ăмăртăва сунарçăсен спортри ăсталăхне тата сывă пурнăç йĕркине анлăн сарас, чи вăйлисене тата тĕл перекенсене палăртас, вĕсен хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе ирттереççĕ. Унта çут çанталăка юратакан 18 çултан аслăрах граждансем (сунарçăсен пăшалĕпе усă курма ирĕк пуррисем) хутшăнма пултараççĕ. Врач ирĕк пани те кирлĕ.
Ăмăрту 12 сехетре пуçланать. Регистраци 9 сехет- рен пырать. Пăшал 16 калибртан пĕчĕкрех кирлĕ мар. Сунарçăсем ятарлă тумпа тата вăрăм кунчаллă атăпа пулмалла.
Хапăл тăватпăр ăмăртăва. Камсем пулĕç-ши çĕнтерỹçĕсем?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)