08 апреля 2016 г.
РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев иртнĕ эрнере 2016 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре чи пĕчĕк ĕç укçи виçи ỹсни, вăл 7,5 пин тенкĕпе танлашни çинчен пĕлтернĕ. Правительствăн ку йышăнăвне саккунпа çирĕплетме тивет. Çапла чи пĕчĕк ĕç укçи виçи 21 процент ỹсет, унччен вăл 6,2 пин тенкĕ пулнă. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа патшалăх пенсине илсе тăракансен пенсийĕсем, вĕсем мĕнле ĕçрен тивĕçлĕ канăва тухнине пăхмасăр, çав шутрах социаллă пенсисем те, 4 процент чухлĕ ỹсеççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)