05 апреля 2016 г.
"Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери олимпиадăсен çĕнтерỹçисемпе призерĕсене ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене тивĕçлипе пăхса ỹстерес тата вĕрентес тесе тăрăшмасăр, вĕрентекенсен кашни кунхи ырми-канми ĕçĕсĕр тума май килмĕччĕ", _ тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура.
Пĕрлехи ĕçре çеç çитĕнỹ тума пулать. 2015-2016 вĕренỹ çу- лĕсенчи шкул ачисен респуб- лика тата регион шайĕнчи олимпиадисен кăтартăвĕсем те çакнах çирĕплетеççĕ. 19 призлă вырăн çĕнсе илчĕç вĕсенче вĕренекенсем.
Малтанах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 10 класри Н. Андреева (çĕнтерỹçĕ) тата вунпĕрмĕшĕнчи А. Вахитов (призер) ОБЖпа (вĕрентекенĕ Ю. Васюткин) çитĕнỹсем туса савăнтарчĕç. Вĕрентекенсем ачасене пĕлỹ парас ĕçе тивĕçлипе илсе пыраççĕ, тăтăшах хушма занятисем ирттереççĕ.
Физкультура учителĕсен республика шайĕнчи призерсем иртнĕ çул тăваттăн, кăçал çиччĕн пулчĕç.
Первомайскинчи вăтам шкулти В. Матюшкинпа В. Никитин физруксен те пуçарулăхĕ пысăк. Владимир Васильевичпа Валерий Николаевичăн 5 призер: Н. Никитина, А. Козлов, Н. Мылов, А. Романова тата Н. Кузнецов.
Çавăн пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти В. Падисов вĕрентекенĕн А. Шулеповăпа А. Алимова воспитанникĕсем призлă вырăнсене тухрĕç.
Турханти вăтам шкулти О. Андреева технологи учителĕн А. Мылован çитĕнĕвĕпе савăнмалла.
Регионсем хушшинчи олимпиадăсен çĕнтерỹçисем те пур пирĕн. Чăваш чĕлхипе Турханти вăтам шкулти М. Алексеева (вĕрентекенĕ В. Самарина), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Туктанова, Д. Гаврилов (Н. Путякова), Туçари М. Софронова (В. Яковлева), Ыхра Çырминчи К. Куракова (С. Кулакова) çĕнтерỹçĕсемпе призерсем пулчĕç.
Тутар чĕлхипе регионти тупăшура Ыхра Çырминчи Э. Зейнетдинова (З. Тазетдинова), Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А. Валитова, Л. Умерова (З. Мтеева), Л. Кдрасова (Г. Абей- дуллова) _ призерсем.
Н. ФЕДОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)