05 апреля 2016 г.
Патăрьелĕнче пурăнакан Геннадий Петровичпа Анастасия Николаевна Задоровсем (ỹкерчĕкре) пĕр-пĕринпе килĕштерсе 54 çул пурăнаççĕ.
Г. Задоров 1931 çулта çуралнă, çамрăклах пĕлỹ пухма ăнтăлнă. 1950 çулта Патăрьелĕнчи педагогика училищине ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Тăрăнти шкулта математика учителĕнче ĕçлеме пуçлать. Анчах ачасемпе нумай вăй хураймасть, салтака кайма ят тухать. Азербайджан чиккинче тăван çĕршыва сыхлать пограничник. Служба вăхăтĕнче хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă каччăна офицерсем хатĕрлекен курса яраççĕ. Унтан та лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать. Геннадий Петрович лейтенант званипе тăван ялне таврăнать. Çар тумне хывсанах Алманчăри шкулта ĕçлеме пуçлать, çар вĕрентĕвĕпе физкультура урокĕсене ертсе пырать. Пĕлĕвне малалла аталантарас тесе Шупашкарти педагогика университетне çул тытать. Аллине дип-лом илнĕ хыççăн шăпа учителе Нăрваш Шăхалĕнчи шкула илсе çитерет.
1964 çулта 8 çул вĕренмелли пĕлỹ çуртĕнчен вăтам шкул туса хураççĕ, директор пулма Г. Задорова шанаççĕ. Вăл çакăнта тăрăшакан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсемпе, А. Калляпа тата А. Исаевпа, пĕр шухăшлă пулса учрежденин хисепне çултан-çул çỹлелле çĕклет. Анлă тавракурăмлă директор спорта та аталантарма тăрăшнă. Вăл вăхăтра физкультура предметне Уфари техникумра пĕлỹ илнĕ И. Макаров вĕрентме тытăнать. Пĕрремĕш çулсенчех шкул команди малти вырăнсене çĕнсе илет.
Парти райкомĕ Геннадий Петрович тăрăшулăхне пысăка хурса хаклать, ăна РОНОна ĕçлеме илеççĕ. Çавăн пекех вăл "Путь Ленина" колхозра пуçламăш парти организацин секретарĕн- че, унтан районти парти комитетĕнче инструкторта, Патăрь- елĕнчи професси училищинче директор çумĕнче тăрăшнă. Каярах вара мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех Патăрьелĕнчи почта çыхăну уйрăмĕнче вăй хунă.
Геннадий Петровичăн мăшăрĕ _ Анастасия Николаевна та _ питĕ маттур çын. Вăл 41 çул шкулта математика предметне ертсе пынă. Задоровсем пилĕк ача çуратса ỹстернĕ, пурте аслă пĕлỹллĕ. Вĕсем Шупашкарта тата Мускавра тĕпленнĕ, апла пулин те инçе çула çывăхлатса час-часах ашшĕ-амăшĕ патне килеççĕ. Ытарайми пилĕк мăнукĕ вара чи кĕтнĕ хăнасем.
Çулĕсем аслăланнă пулсан та Задоровсем пушă ларма юратмаççĕ. Çулла вĕсем пахчара ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ.
В. БОРОДКИН
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)