05 апреля 2016 г.
ÇАК кунсенче "Юхма" пасарне ăпăр-тапăр туянма тухнисем Патăрьелĕнчи "МСО "Батыревское" акционерсен хупă обществин кантурĕ "çутта" тухнине асăрханă-тăр. Вуншар çул вуллисене сарса пысăкланнă çăкасене касса лутралатнă хыççăн чăнах та кунта яп-янкăр пулса кайнă. Çак ыйтупа хаçат редакцине темиçе шурсухал та кĕчĕ, хăйсен чун ыратăвне палăртрĕ: "Мĕншĕн ытла кĕскетнĕ?", "Мĕн сăлтавпа?" тата ытти те. "Кама чăрмантараççĕ?" текенсем те пулчĕç. Урăхла каласан вулакана паян салтак пек тăракан çăкасем малашне пыл шăрши сарайĕç-ши текен шухăш пăшăрхантарать.
Ыйтăва пайăрлатас сăлтавпах асăннă обществăн ертỹçипе П. Каллинпа курнăçрăмăр. Вăл сĕтел çине тỹрех Патăрьел ял тăрăх администрацийĕнчен янă çырăва кăларса хучĕ. Унта вара шăпах яла тирпей- илем кĕртес, йывăçсене пăхса, тирпейлесе тăрас тĕллевпе ятарлă комисси вĕсене кирлĕ пек "прическа" тума ыйтнă, çак ĕçе мартăн 19-мĕшĕччен пурнăçламаллине асăрхаттарнă. Вăхăтра туман ĕçшĕн руководителе ЧР административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунăн 10 стайипе килĕшỹллĕн явап тыттарма пултарнине те систернĕ çырура. МСО ертỹçи ĕнентернĕ тăрăх, вĕсене çăкасене хăш таран касмаллине те, çак ĕçре мĕнпе пулăшма пултарнине те каламан. Урăхла каласан хушнă _ пурнăçланă темелле. Иртнĕ çулсенче Юхма кассинчи йывăçсене мĕнле шайра тирпейленине кайса пăхнă та _ çăкасене меслетлесе каснă. Анчах та йăмрана, тирекпе çăкана пĕр пек танлаштармалла маррине ăнланман-ши? Çăка ачашрах йывăç-çке!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)