29 марта 2016 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕн сцена çинчи пултарулăхĕпе ăсталăхне, артистсен маçтăрлăхне çакнашкал сăмахсемпе хак пама залра ларакан кашниех хăюлăх çитерчĕ-тĕр: лайăх, питĕ лайăх, супер концерт! Çуркуннехи каникул пуçланиччен хăйсен ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетессипе, малашлăх плансене палăртассипе çыхăннă ашшĕ-амăшсен анлă пухăвĕ ячĕпе хатĕрленĕ творчество каçне (çаплах калас килет) кăçал 26-мĕш хут йĕркелерĕç. Шкул директорĕ Н. Антонова педагогсен, ачасен тĕрлĕ шайри пултарулăхне пĕтĕмлетнĕ хыççăн залра лăк тулли халăх пулнине пăхмасăрах виçĕ сехете яхăн шăна вĕçни те илтĕнчĕ тейĕн. Шăплăха çурса янăракан илемлĕ юрă-кĕвĕ тĕнчинче, ытармалла мар ташăсен асамлăхĕнче киленекен куракан кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупни _ ресурс тата методика центрĕ, вĕрентỹн тĕрлĕ енĕпе эксперимент площадки шутланакан пысăк коллектив ĕçпе çĕнсе илнĕ хисеп паллиех. Пысăк пĕлтерĕшлĕ те пуян содержаниллĕ концерт пурне те хавхалану кỹчĕ. В
ĕренỹн виççĕмĕш ĕç чĕрĕкĕ хыççăнхи педагогсен пĕтĕмлетỹ мероприятине район администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ М. Айзатуллов, райадминистрацин вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н. Андреева, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А. Моисеев хутшăнчĕç, пархатарлă ĕçшĕн тав турĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)