25 марта 2016 г.
Пурнăç саккунĕ çапла тейĕн: малашлăхпа çыхăннă кучухнехи çĕнĕлĕхе темшĕн йывăрпа йышăнатпăр, ăна шанмастпăр, ун пирки тĕрлĕрен сăмах-юмах çỹрететпĕр... Çак кунсенче Патăрьел ял администрацийĕ патшалăх çурчĕсене пăхса тăракан организацисемпе тата вĕсен харпăрлăхçисемпе йĕркеленĕ пухура çĕкленĕ капиталлă юсав, коммуналлă çăмăллăх тата тирпей-илем ыйтăвĕсене хускатнă чухне шăпах çак шухăш патне тухрăм.
Кун йĕркине кĕртнĕ "капремонт" паян чылай çыншăн çăпан пекех ыраттарнине туйсах-ши "Бизнес-инкубатор" залне хальхинче лăк тулли çын пуçтарăнчĕ. Малтанах республикăран капиталлă юсав фондĕнчи юридика уйрăмĕнчен килнĕ тĕп специалист Владислав Портнов 2014 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ федераллă саккун йĕрки пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕ, кашни харпăрлăхçăн уйăхсерен капиталлă юсав фондне укçа куçармаллине каларĕ. Пухăва пуçтарăннисем Шупашкартан килнĕ представителе кĕтсе çеç тăнă тейĕн. Çине-çинех ыйтупа тиерĕç, çыру çине çыру тыттарчĕç... Тин çеç çĕнĕ çурта пурăнма куçнисем е нумай пулмасть çуртне юсав тунисем хăйсем уйрăм пухмачне (счет) уçма сĕнеççĕ, тепĕр харпăрлăхçăсем хăйсен капиталлă юсав черечĕ çитиччен çурт тăррине çиелтен те пулин "саплаттарасшăн", мĕншĕн тесен кĕркунне çуркунне шыв шăпăртатать, виççĕмĕшсем хăйсен кỹршисемех капиталлă юсавшăн тỹлеменнишĕн, вĕсем çак пĕлтерĕшлĕ ыйтăва ăнлансах çитейменнишĕн пăшăрханаççĕ... Ун пек чухне мĕн тумалла? Залра ку таранччен капремонтпа вуншар-вуншар тĕрлĕрен ыйту янăрарĕ. Ара, никам та пĕр ăнланмасăрах уйăх- серен 300-400 тенкĕрен кая мар укçана кăларса хурас килмест- çке. Тĕп хуламăртан килнĕ юрист кашнине тивĕçлĕ хурав пачĕ. Çапах та вĕсем пурте пĕр шухăш патне тухрĕç: "Капиталлă юсав-па çыхăннă федераллă саккунтан никам та айккинче пăрăнса юлма пултараймасть. Ку тĕлĕшпе хăш-пĕр ушкăнти çынсене (ветерансене, питĕ ватă çынсене...) паракан çăмăллăхсем çеç пур. Ку таранччен тỹлеменнисен вара пени ỹссе пырать, вĕсен саккун умĕнче явап тытма тивет...".
Анлă пухурах патшалăх çурчĕсенче пурăнакансем коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тỹлекен взноссенчен банксем пысăк сумма тытса юлнине, коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕпе тимлекен "Чистое село" муниципаллă предприятин ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă чылай ыйтăва та хускатрĕç. Ку тĕлĕшпе пухăннисене райадминистрацин строительствăпа обществăлла инфраструктура пайĕн специалист-эксперчĕ В. Ижедеров, "Чистое село" муниципаллă предприяти директорĕ П. Шадиряков, Т. Арланова тухса каларĕç, харпăрлăхçăсене канăçсăрлантаракан ыйтусене хуравларĕç. Чуна ыраттаракан, чи пăшăрхантаракан тема та пухура айк- кинче юлмарĕ _ ку вăл хамăр пурăнакан вырăна, тавралăха таса та тирпейлĕ, кăтартуллă тытасси, йывăç-курăк лартса, чечексемпе капăрлатса хăтлăх кỹресси. Сăмах май каласан, район центрĕнче юлашки çулсенче хăйсен çурчĕсем, подъезчĕсем умне хăйсен ирĕкĕпе клумбăсем, эрешсем туса пăхса тăракансем тупăнсах тăраççĕ. Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Анатолий Моисеев çакнашкал хастарсене Тав хучĕ тата çуркунне акмалли хитре чечексен вăрлăхне парнелерĕ.
_ Район центрĕн илемĕ, тирпейĕ, хăтлăхĕ пĕр çынтан çеç мар, пуринчен те килет. Пĕр çын сурни типсех пырать, халăх сурсан çеç кỹлĕ пулать. Кун валли вара кашнийĕн пысăк ăнланулăх пулни пĕлтерĕшлĕ. Тăван ялăмăр сăнне улăштарассишĕн, тирпейшĕн, яла чечеклентерессишĕн тăрăшакан уйрăм хастарсене малашне те тимлĕх уйăрăпăр, хавхалантарăпăр _ çапла чĕнсе каларĕ патăрьелсене ял пуçлăхĕ Анатолий Федорович. Цифрăсемпе фактсем: Районĕпе паянхи куна коммуналлă çуртсенче пурăнакансен 53 проценчĕ республикăри капиталлă юсав фондне укçа куçарса тăрать. Патăрьелĕнче мĕн пурĕ нумай хутлă 72 патшалăх çурчĕ, вĕсенчен 54-шне управляющи компани пăхса тăрать. Хăш-пĕр харпăрлăхçăсем 4-5 уйăх е ытларах та коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тỹлемеççĕ. Паянхи куна "Чистое село" умĕнчи парăм пĕр миллиона яхăн.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)