22 марта 2016 г.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасене çарпа патриотла воспитани парассине тивĕçлĕ туса пыма тăрăшаççĕ. Пĕрисем викторинăра, теприсем конкурсра, виççĕмĕшĕсем спорт ăмăртăвĕсенче хăйсен вăйне, пултарулăхне кăтартаççĕ. 5-8 классем хушшинче йĕлтĕрпе чупрĕç. Хăйсен пултарулăхне 7бсем кăтартрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче 7апа 5бсем пулчĕç. Н. Мазяков, В. Егорова, Д. Нуржанов, С. Тимофеева, А. Митин ăсталăхпа палăрчĕç.
9-11 классенчен 9бсем çĕнтерчĕç. Н. Хурамаев, В. Савдерова, Д. Толстов, М. Шадирякова, О. Цыганов матурсем.
Аслă классемпе ирттернĕ полиатлон нумайлăха асра юлĕ. Этап хыççăн этапра 11гсем çĕнтерчĕç.
Сывлăш вăйĕпе перекен пăшалтан йĕркеленĕ ăмăртура К. Арланов, А. Дмитриев, К. Каллина, А. Поляков тата ыттисем те нумай очко пухрĕç.
Ачасем хăйсен ỹкерчĕкĕсенче тарăн шухăша яракан сăнсем кăларчĕç. Кунта К. Кошкина, Д. Маков, М. Сейфуллина, С. Тимофеева матур пулчĕç.
Шкулта йĕркеленĕ тĕл пулура ЧР çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ Е. Семенов, А. Шулепов, Ф. Сулейманов, Е. Алешев анлă калаçу пуçарчĕç. Тĕрлĕ çĕрте хĕсметре тăрса тăван çĕршыва сыхлани кăмăллă пулнине, çар профессине илмеллине палăртрĕç. В. Раськин, А. Бородов çар училищин курсанчĕсем хăйсен шухăш-кăмăлне уççăн пĕлтерчĕç.
Отставкăри С. Раськин воин-афганец ачасене хăй службăра тăнă самантсене каласа пачĕ.
"Айтăр-ха, каччăсемпе яшсем" конкурсра пулас салтаксем вĕрентỹ пăшалне сỹтсе пуçтарчĕç, ОЗК тăхăнчĕç, пăшалтан печĕç, ытти йывăрлăхсенчен тухрĕç. Малти вырăнсене Р. Куликов, Д. Нуржанов, Д. Кальметов тата ыттисем те тухма пултарчĕç.
Вĕренекенсем районти музея çитсе курчĕç. А. Дмитриев, А. Краснов, К. Арланов республикăра çарпа спорт енĕпе ирттернĕ тупăшура тăваттăмĕш вырăна тухрĕç.
Шкулти мероприятисене ачасен йышлă çарĕ хутшăнать.
В. АНТИПОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)