22 марта 2016 г.
Юлашки вăхăтра Патăрьелĕнче çапкаланса çỹ- рекен анчăксем йышланса пыни, вĕсем ачасене çеç мар, ыттисене те хăратни пирки хамăрăн хаçат страницинче çырнăччĕ. Çак ыйтупа ку таранччен мĕнле ĕçсем пурнăçлани пирки Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А. Моисеевпа курнăçса калаçрăмăр: "Хуçасăр йытăсене тытас тĕлĕшпе паянхи кун администраци "Чистое село" муниципаллă предприятипе килĕшỹ тунă. Çак ĕçе вĕсем ирпе-ирех, çынсем хĕвĕшме пуçличчен, ултă сехетсенче пуçăнаççĕ. Юлашки икĕ эрнере вун сакăр кукăр хỹрене тытса ветеринари станцине панă. Вĕсем вара вилнĕ анчăксене хăйсен йĕркипе вырнаçтарас тĕлĕшпе малалла ĕçлеççĕ".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)