15 марта 2016 г.
Çак кунсенче социаллă тетелти Контактра чи хитре чиперк- кесен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Пĕтĕм Раççейри On-line Илемлĕх конкурсĕнчен пĕлтернĕ тăрăх Атăлçи федераллă округпа тупăшăва пирĕн ентеш _ Валентина Николаевна Горбунова (ỹкер- чĕкре) _ хутшăннă çеç мар, пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ!
Çĕнтерỹ çăмăл та, ансат та пулман. Конкурса 270 пике хăйсен сăн ỹкерчĕкне ярса панă. Хак паракансен йышĕнче те професилле фотографсем, стилистсем ĕçленĕ. Урăхла каласан, тỹресен али витĕр тухма йывăрри тỹрех курăнать. Çапах та пирĕн Валентина хăйне питĕ хитре кăтартма пултарни паха, пĕлтерĕшлĕ. Нар пек хитре сăнлăскерне комисси членĕсем ытахальтен чи пысăк хак паман.
Кĕскен конкурсантка пирки:
Валентина Горбунова И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университетĕнчи экономика факультетĕнче 4 курсра вĕренет. Вăл питĕ хастар политика тата общество деятелĕ. Пулас экономист питĕ яваплă, мал ĕмĕтлĕ, анлă тавракурăмлă... Çынсене яланах алă тăсса пулăшма хатĕр- скер, пурнăçра çак девиза мала хурать: "Хăвна шан, вара ăнăçу та тупан!"
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)