15 марта 2016 г.
Çуркунне çитни пĕр енчен савăнтарать, тепĕр енчен пăшăрхантарать. Шурă юр ирĕлсе пынă май куçа унта та кунта хуçаланакан тасамарлăх тирĕнет. Мĕн кăна выртмасть-ши, мĕн кăна çук-ши?
Ятарлă вырăнсене пăрахсан юрĕ-ха, çук вĕт, ăçта килнĕ унта ывăтаççĕ. Чылай чухне чарăну павильонĕсене çỹп-çап миххисем лартса хă- вараççĕ. Вĕсене вара ирĕкри йытăсем савăнса кайсах лăскаççĕ, каярах ăпăр-тапăр йĕри-тавра сапаланать. Çил вĕрнĕçем памперссем, çатăрка хутаçсем, çĕтĕк чăлхасем... унталла та кунталла вĕçеççĕ çеç. Çĕрнĕ çĕр улмисене, çевок юлашкийĕсене тăкса хăваракансем те пур. Çĕнĕ Ахпỹрт ялне кĕрекен чарăнура асăннă япаласенчен чылайăшĕ кунта ăшă "кĕтес" тупнă. Район центрĕнчи Советски урамĕн- чи павильонра та хуçисем "манса" хăварнă çатăрка михĕсем купалансах тăраççĕ.
Патăрьелĕнчи автовокзал çывăхĕнче ăçта килнĕ унта пĕр хут усă куракан стакансемпе кашăксем выртнине курма пулать. Пирĕн тăрăхри таксистсем вĕри чей е кофе ĕçнĕ хыççăн усă курнă савăтсене çỹп-çап ещчĕкĕсем патне те кайса пăрахаймаççĕ пулас...
Нĕрсĕрле хăтланса хамăра тăрантаракан çĕртен те кулатпăр, хамăр сывлакан сывлăша та наркăмăшлатпăр вĕт. Темшĕн кун пирки пачах та шухăшламастпăр. Хăшĕ- пĕри çак тасамарлăха курса çул-йĕр ĕçченĕсене те вăрçма пăхать. Вĕсен çулталăкра икĕ хутчен çул айккисемпе павильонсене тасатмалла. Ытти чухне вара пирĕн хамăрăн тирпейлĕрех пулмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)