11 марта 2016 г.
"Катаччи те çăварни!
Çăвар тулли икерчи,
Кĕсье тулли премĕкĕ,
Ма çăварни теес мар?
Турта тулли тур лаша,
Турти тăрăх тар юхать,
Тупань тăрăх шыв юхать ,
_ Çăварни иртет, кун юлать"
("Чăваш халăх сăмахлăхĕ").
Хамăрăн йăх-несĕлĕмĕрсен ырă йăли-йĕркипе Аслă Çăварни кунхине мĕн ĕлĕкех çывăх тăвансемпе тĕл пулса савăннă, капăрлатнă лашасемпе ярăнса çỹренĕ, хăнасене икерчĕпе сăйланă, Кĕçĕн Çăварнинче вара пĕр-пĕринчен каçару ыйтса чунсене пушатнă, çуркуннене ырă кăмăлпа кĕтсе илме хатĕрленнĕ. Чылай чухне Хĕл Мучие тепĕр çулччен ăсатса ярса Çурпикене кĕтсе илекен уяв Çăварнипе çыхăнать. Хальхинче те çак кунхине Патăрьел, Тăрăн, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕсен ĕçчен халăхĕпе пултаруллă ывăл-хĕрĕсем, çамрăксемпе аслăрах çулхи хисеплĕ ĕç паттăрĕсем район центрĕнчи "Паттăр" стадиона пуçтарăнчĕç.
Уява хапăл тунисене район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕ. "Чуна ăшă туйăмпа ырă кăмăл парнелекен Çăварни кашни çемьешĕн кĕтнĕ уяв пултăр, ĕмĕтленнисем пурин те çитсе пыччăр...", _ кăмăлтан ырă сунчĕ вăл район ĕçченĕсене. Çак кунхине сар хĕвелĕ пире ытти чухнехиллех савăнтармарĕ пулин те, стадионти лапамра чылайччен савăнăçлă та кăмăллă сас янăраса çеç тăчĕ. Районти культура ĕçченĕсем, ялсенчен катаччи чупса килнĕ Çăварни пикисем чăнласах та картинка çинчи пекех капăр та илĕртỹллĕ. Артистсем чипер тумлă Çăварнипе Çĕр-аннемĕр, юмахсенчи Емельăпа Мыскараçăсем, Çуркуннепе Хĕл Мучи ролĕсенче пулса куракансене самай çунатлантарчĕç, хăпартлантарчĕç. Стадионта спорта юратакансем хăйсен вăйне тепĕр хут тĕрĕслерĕç. "Дорожное радио" йĕркеленĕ конкурссем те халăха савăк кăмăл кỹчĕç. Вăйă-кулă, чашкăрса ларакан сăмаварпа çатма çинче çатăртатакан икерчийĕ уявăн сĕмне тата ытларах кĕртрĕç.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)