11 марта 2016 г.
"Авангард" хаçатра "Тăван ялшăн кашнийĕ кар тăтăр" материала вуласа тухнă хыççăн алла ручка тытмасăр чăтаймарăм. Массăллă информаци хатĕрĕсем урлă темĕнле хыпарпа та паллашма пулать çав. Çавăнпах ĕнтĕ эпĕ районта, республикăра тухса тăракан хаçат-журналсăр пурăнаймастăп.
"Тăван ялшăн кашнийĕ кар тăтăр" статьяра (автор В. Селиванов) ĕлĕкхи, эпир çамрăк чухнехи урамсем пирки, ик айккипе те курăк ешерни çинчен çырать. Ку вара маншăн Упамсари Аксукас пирки каланăнах туйăнчĕ. Кас сип-симĕс курăк тата сап-сарă чечек ăшĕнчеччĕ. Шăп урам варринче çатма пек тип-тикĕс çулччĕ, вăл кăшт кăна анаталлаччĕ. 1952-1953 çулсенче эпĕ, 13-14-ри ача, велосипед çине лараттăм та ларкăч çинче "ласточка" тăваттăм е тата хăрах ура çинче тăрса пыраттăм. Куракансем çакăншăн пĕрре мар мана вăрçнă. Çул лайăх пулнипе ĕнтĕ эпĕ çапла ярăнма пултарнă. Халь хăш-пĕр урамсенче çуран та такăнса ỹкме пултаран. Çуртсем умĕнче те тирпейсĕрлĕх хуçаланать. Шăпах çакăн пирки пăшăрханать те ĕнтĕ В. Селиванов.
Урамсенче тирпей-илем тытма пĕрре те çăмăл мар. Хам нушана çырса кăтартнă хыççăн эсир те, вулакансем, çак шухăш патне çитме пултаратăр.
1970 çулта Патăрьелĕнчи Карл Маркс урамĕнче пурăнма тытăнсан пирĕнтен инçех мар тем пысăкăш лупашкасем пурччĕ, вĕсенче çăвĕпе шыв кỹленсе тăратчĕ. Шăршланса та каятчĕç. Патăрьелĕн кăнтăр енĕнче плотина тунă вăхăтра çавăнтан 8-9 пысăк машина хура тăпра килсе тăктартăм. Кашни рейсшăн хам кĕсьерен укçа кăларса хума тивнĕ. Тикĕсленĕ хыççăн костер акрăм. Сип-симĕс шăтса тухрĕ, пĕрлех нуши те тупăнчĕ. Ĕнисене, пăрăвĕсене çакăнта кăкарса хума пуçларĕç, хур-кăвакал та иленчĕ... Каярах 20 тĕп пилеш илсе килсе лартрăм. Хамăр килте çук чухне пĕри пурне те çĕр çумне авса хăварнă, пĕр-иккĕш çеç тăрса юлнă. 5-6 тĕп йăмра аванах чĕрĕлнĕччĕ, вĕсене силле-силле хăртса ячĕç. 10 тĕп çăка ярăнса кăна ỹсме пуçланăччĕ, пилешсем пекех авса хăварчĕç. Унтан 70-80 тĕп çĕпĕр лиственниципе хыр лартрăм, шăварса тăтăм. Выльăх-чĕрлĕх таптаса ан пĕтертĕр тесе юпасем вырнаçтартăм, анчах кăшт вăхăт иртсен пĕри те тăрса юлмарĕç. Вара ял советне хапха умне карта тытма юранипе юраманни пирки калаçма кайрăм. Ун чухне çĕр ыйтăвĕпе Ю. Елистратов ĕçлетчĕ. Юрий Михайлович килсе пăхрĕ те, ман шухăша ырларĕ. Район архитекторĕпе В. Ижедеровпа та курнăçрăм. Вăл та хирĕçлемерĕ, анчах шыв, газ пăрăхĕсем хумалла пулсан чăрмантарма юраманни пирки пĕлтерчĕ. Çакăн хыççăн тин сеткăпа йывăçсене хỹтлĕхе илтĕм. Ку татах такама килĕшмен _ район администрацине çăхав çитернĕ. Комиссипех килсе пăхса кайрĕç, лайăх ĕç тунăшăн ырларĕç çеç. Пушартан хăйăр купи тата пичкере шыв пуррипе те кăмăллă юлчĕç. Паян умра вăрман уçланкинчи пекех, пилеш, палан тата çĕмĕрт çеçке çурсан таврана тутлă шăршă сарăлать. Ватă çынсем пирĕн патăртан иртнĕ чухне ывăнни те иртет, утма та çăмăл пек туйăнать теççĕ.
Урамра лашапа та иртсе çỹреме çукчĕ, В. Скворцовпа В. Николаев тăрăшнипе кашни килтен 2-3 пин тенкĕ пухрĕç, тăпрана хăпартса вĕтĕ чул сартарчĕç.
А. ЛЕОНТЬЕВ. Патăрьел
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)