02 марта 2016 г.
Çулсеренех пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче, хĕвел çỹлел-ле хăпарса хăйĕн ăшшипе савăнтарма пикеннĕ вăхăтра, районта хĕле ăсатакан уява йĕркелеççĕ. Кăçал ăна район центрĕнче, çавăн пекех ытти ял тăрăхĕсенче те мартăн 6-мĕшĕнче, Аслă Çăварни кунĕнче, паллă тăвĕç.
Ырă йăла-йĕркепе яланхиллех Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта иртекен уява капăрлатнă урхамахсемпе тухакан Çурпикесем, юмахри тĕрлĕрен сăнарсем, Çăварни сĕмне кĕртме çỹçеллĕ тутăр çыхнă пикесем, йĕс шăнкăравпа пĕр пулса кĕвĕ кăларакан хуткупăсăн ытарайми сасси тата ытти те пуянлатĕç çеç мар, курма килнĕ çынсен чунĕсенче çуркунне туйăмне те вăратĕç! Кунтах Юрпикепе Хĕл Мучие кăçал юлашки хут курса юлайăпăр...
Хĕле ăсатмалли программа пуян, кăмăллă. Ытти çулсенчи пекех тĕп сцена çинче районти культура çурчĕн артисчĕсем савăнтарĕç, çынсем спорт тупăшăвĕсенче, вăйă-кулăсенче киленĕç. Хĕле ăсатни 11 сехетре пуçланать. Хапăл тăвăр йыхрава, пырса курăр уява! Уяврах "Дорожное радио" автомобильсен куравне ирттерме палăртнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)