02 марта 2016 г.
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ Ленин проспектĕнчи 47 _ 57 çуртсенче пурăнакансем тарăхса, çиллисем тулса çитнĕренех хаçат редакцийĕн "Ахрăм" ярăмăн "агентствине" çине-çинех шăнкăравсем ячĕç пулĕ. Ачасен ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне вĕсен картишĕнче унталла та кунталла çапкаланса çỹрекен килсĕр, хуçасăр йытăсем хунаса кайни пăшăрхантарать. Пĕчĕк ушкăнпа та мар кукăр хỹресем: 10-12 анчăк обществăлла картишĕнче хуçаланать-мĕн! Пĕри вĕрсе ярсан _ кашнийĕ сас парать, тепри вырăнтан хускалсан _ каллех пурте мăйĕсене малалла тăсса çын еннелле талпăнаççĕ. Хăранипе чĕрỹ çурăлса кайĕ! Урăхла каласан, инкек тени нимĕн те мар ура айĕнченех йăтăнса тухма пултарать! Тăватă ураллă туссем урнă вăхăта çаклансан, ача-пăчана çеç мар, мăн çынна та çурса-туласа пăрахĕç. Йыттăн хỹри кукăр теççĕ, ăсĕ те хăйĕнчен килет...
Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра район центрĕнче çеç мар, ытти чылай ялта та вĕшле йытăсем çынсене тарăхтарнине калаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)