Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Туртрĕç те кăларчĕç: çăрттан пек пулли!

27 февраля 2016 г.

Р. Соловьев ячĕпе пăр айĕн вакă касса ирттерекен пулă тытакансен турнирĕ кăçал Патăрьел çывăхĕнчи пĕвере пулчĕ. Унта хăйсен ăсталăхне кăтартма 70 ытла пулăç хутшăнчĕ. Ăмăртăва Елчĕк районĕнчен те килме кăмăл туни савăнтарчĕ.

Кашни командăра виçшерĕн ăмăртрĕç. Вĕсенчен икĕ сехетре хăшĕ ытларах пулă тытма пултарать? Хĕрлĕ куçа, уланка та шута илеççĕ. Пăр айĕнчи пулла тытасси вăл хăйне кура илĕртекен спорт. Ăмăртăва хутшăнас е çак ĕçе явăçас тесен пин ытла хатĕр-хĕтĕртен хăшĕ кирлине суйласа илме те пĕлмелле. Вăлта мĕнле вылянине туймалла. Пулă ăçтарах лайăх витленине пĕлмелле тата ытти те.

Турнира хутшăнакан кирек кам та мала тухассишĕн тăрăшать. Çавăнпа унăн тупăшăва çанă тавăрсах кĕмелле.

Пĕтĕмлетỹ тунă çĕре Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Моисеев та хутшăнчĕ. Ăмăртăва Родион Васильевичăн ывăлĕ-сем йĕркелеççĕ. Пĕрремĕш вырăна Турхансем тухрĕç. Иккĕмĕшне елчĕксем йышăнчĕç. Хуçасен виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Кунсăр пуçне чи пĕрремĕш, пĕчĕк, пысăк пулă тытакана, чи малтан вакă касакана, чи çамрăк, ăста пулăçа та палăртрĕç.

Çĕнтерỹçĕсене дипломсем, медальсем, кубоксем, асăнмалăх парнесем пачĕç. Каç кỹлĕме çанталăк сивĕте пуçланăран, уçă сывлăшра пĕçернĕ пулă шỹр- пи вырăнлă та пулчĕ.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика