Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Регистрацилемен пăшал преступленипе пĕрех

27 февраля 2016 г.

 Раççей Федерацийĕн "Хĕç-пăшал çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн килте упракан сунар пăшалне кашни 5 çулта полици уйрăмĕнче регистрацилемелле (срок тухиччен 2 уйăх маларах). Шел, хăш чухне уйрăм граждансем çакăн пирки манаççĕ. Кун пек чухне вара административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 20.11 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн 1000 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штраф çырса пама тивет.

Пăшала тирпейлĕ тытманни, пурте пĕлетпĕр, инкек кăтартма пултарать. Ăна ятарлă сейфра е тимĕр ещĕкре (урай хăми çумне болтсемпе çирĕплетсе) упрамалла. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни 500 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штраф тỹлесси патне илсе пырать (20.8 ст 4-мĕш пайĕ).

Çакăнтах каласа хăварас килет: енчен те ял хушшинче килти выльăха е хуçасăр çỹрекен йытта пăшалтан пенĕшĕн 40 пин тенкĕ таран штраф тỹлеме тивĕ. Вăл кăна та мар, сунар пăшалĕсĕр те тăрса юлмалла пулĕ.

Кил-çуртра полици уйрăмĕнче регистрацилемен хĕç-пăшал тата патронсем упрани _ саккуна хирĕçле пулăм. Куншăн РФ УКĕн 222 статйипе килĕшỹллĕн судпа айăплама та пултараççĕ.

Енчен те кил-çуртра ниçта та шута илмен сунар пăшалĕ е карбит, газ пистолечĕ, пĕчĕк калибрлă винтовка, вĕсен патронĕсем упранаççĕ пулсан кун пирки районти полици уйрăмне пĕлтермелле. Ку кăна та мар _ хĕç-пăшала полици уйрăмне килсе парсан регистрацилемен хĕç-пăшалшăн укçа та тỹлеççĕ (çак хĕç-пăшал йăхран-йăха _ аслашшĕнче ывăлне, унтан мăнукĕсене куçса пыма пултарнă).

Хĕç-пăшала полици уйрăмне илсе килни питĕ тĕрĕс утăм. Мĕншĕн тесен çакнашкал хĕç-пăшала саккунпа килĕшỹллĕн пурăнман çынсем хăйсен аллине ярса илме, ĕçсе ỹсĕрĕлсе унпа çынна персе вĕлерме е амантма та пултараççĕ. Следстви ĕçне пуçарсан, айăплă çыннăн преступлени шайĕ мĕнлерех пулнине шута илсе, пĕрлех пăшал хуçин те явап тытма тивет.

Пĕрлех статьяра сунарçăн сунар билечĕ, вăл е ку тискер кайăка тытма путевка пулмалли пирки те каласа хăварас килет. Çĕрле фарăсемпе çутатса автомашинăпа хир (уçланкă) тăрăх мулкача, хир сыснине е тилле хăвалама юрамасть. Куншăн иртнĕ çул районти пĕр çынна РФ УКĕн 258 статйин 1 пайĕн "б" пункчĕпе килĕшỹллĕн 4 уйăхлăха ĕçлесе юсанмалла, ĕç укçин 10 процентне тỹлесе тăмалла тунă.

Саккун йĕркисене пурин те çирĕп пăхăнмалла. Çав шутра сунарçăсен те, килте хĕç-пăшал упракансен те.

Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнче пăшала упрама тата унпа усă курма ирĕк паракан граждансемпе организацисене кашни эрнерех ытларикун 9 сехетрен пуçласа 16 сехет те 30 минутчен, кĕçнерникун _ 13 сехетрен пуçласа 16 сехет те 30 минутчен йышăнаççĕ. Çавăн пекех хальхи вăхăтра çынсем ку ыйтупа çырнă заявленисене Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă та тăратма пултараççĕ. Çакăн валли гражданинăн пенси свидетельствипе тата ИННпа усă курса патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче регистрациленмелле, нумай функциллĕ центр (МФЦ) урлă активаци кодне илмелле. Унсăр пуçне порталпа патшалăх пулăшăвне илме заявка çырмалла. Саккунпа палăртнă вăхăт иртсессĕн черет тăмасăрах хатĕр документа районти шалти ĕçсен пайĕнчен килсе илме пултаратăр.

Хĕç-пăшала упрама тата унпа усă курма ирĕк паракан лицензи тата ирĕк илес енĕпе ыйтусем пулсан градждансем çак номерпе шăнкăравлама пултараççĕ _ 5-04-08, çак адреспа килмелле: Патăрьел ялĕ, Туслăх урамĕ, 4 çурт.

А. АНТИПОВ, полицин хĕç-пăшал ыйтăвĕсемпе ĕçлекен инспекторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика