27 февраля 2016 г.
Патăрьелĕнчи "Юмах" ача садĕнчи "Любознательные росточки" ушкăнри ачасем календарьпе çыхăннă кашни уявах асра юлмалла ирттерме тăрăшаççĕ. Кунта ĕçлекенсем вĕсене аслă çулхисене те явăçтараççĕ. Амăшĕсене хăнана чĕнни те асра-ха. Вĕсене валли илемлĕ юрăсем, чуна пырса тивекен сăвăсем хатĕрленĕччĕ. Пушă алăпа килмест ашшĕ-амăшĕ. Асанне-кукамай таранчченех хутшăнаççĕ конкурссене. Ыхра Çырминче пурăнакан Ф. Корнеева, Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнчи З. Марфина, Çĕрпỹелĕнчи Л. Васильева, Алманчăри Р. Руссакова тата ыттисем те кĕтнĕ хăнасем. Роза Геннадьевна çав тери илемлĕ пукане çыхнă. Ачасем ăна "Нарспи" ят пачĕç. Вăл музейра вырăн тупрĕ.
Çĕнĕ çул уявне ачасем тĕрлĕ елка тетти, ỹкерчĕк илсе килни тĕлĕнтерчĕ.
Çĕршыва хỹтĕлекенсен кунĕнче вара ашшĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕсем "Атте пурне те пултарать" конкурсра тупăшрĕç. Çакă ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ.
В. ГАВРИЛОВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)