25 февраля 2016 г.
Февралĕн 22-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт керменне Совет Союзĕпе Раççей çарĕсенче тĕрлĕ çулсенче службăра тăнă салтаксен ултă ушкăнĕ _ моряксемпе пограничниксем, ПВОшниксемпе афганецсем тата десантниксемпе ракетчиксем _ пуçтарăнчĕç. Пурин те тенĕ пекех райцентрăн тĕрлĕ кĕтесĕнче уйрăм палăкĕсем пур. Пĕлтĕр хастарсем хăйсен командисемпе Аслă çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халаланă митингра ятарлă строя тăрса палăк умĕпе чыслăн утса тухма та пултарчĕç, уяв илемне кỹчĕç.
Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунне халалланă çакнашкал пĕрремĕш пуху тĕллевĕ _ волейболла выляса тупăшасси. Анчах унтан та пахи _ пĕр-пĕ-ринпе тĕл пулса калаçасси, паллашасси, пĕр çĕрте хĕсметре пулнă ентешсене тупасси. Паллах ĕнтĕ, асаилỹсем, асаилỹсем...
Çар ветеранĕсене çывхарса çитекен пысăк уяв ячĕпе район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Патăрьел ял кăлави А. Моисеев, çар комиссариачĕн районти пайĕн ĕçченĕ А. Шулепов, ФСК директорĕ А. Краснов тата районти çар ветеранĕсен канашĕ ертỹçи, авиацин саппасри майорĕ С. Шадиряков ăшшăн саламларĕç. Кунтах çакăн пек мероприятине çуллен йĕркелесе йăлана кĕртсе яма килĕшсе татăлчĕç, пысăках мар совет суйларĕç, унта уява килнĕ Рудольф Васильевич Селиванова хăйне те кĕртме йышăнчĕç. Вара спортзалта хĕрỹ кĕрешỹсем пуçланчĕç. Патшалăх тăнăçлăхне сыхланă арсем алла хĕç-пăшал тытма пултарнине кăна мар, волейбол мечĕкне пĕр енчен тепĕр енне çивĕччĕн çапса каçарма, хĕрỹллĕн тапăнса выляма пĕлнине кăтартса пачĕç. Тăватă сехет ытла пынă ăмăртура малти виçĕ вырăна погран, десантура тата ПВО ушкăнĕсем çĕнсе илчĕç.
Сăмах май, вулакансем уява сумлăн уçнă тата ăмăрту пынă самантсемпе район сайтĕнче фоторепортажсен старницинче тĕплĕнрех паллашма пултараççĕ.
Н. ЛАРИОНОВ, ПВО ветеранĕ,
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)