25 февраля 2016 г.
Çамрăклăхра _ вăй, малашлăх. Анчах хĕрсемпе каччăсене ертсе тата хавхалантарса пыракан та кирлĕ. Унччен комсомол организацийĕ пулнă, халь вара яш-кĕрĕме район администрацийĕн вĕрентỹ, социаллă аталану, администраци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕсен пайĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен центр пĕрлештерсе тăрать. Ăна А. Адикина ертсе пырать. Алена Кузьминичнăран центр ĕç-хĕлĕпе тата тĕллевĕсемпе паллаштарма ыйтрăмăр.
_ Çамрăксен шутне миçе çулти çынсем кĕреççĕ?
_ 14-30 çулсенчи хĕрсемпе каччăсем шăпах çамрăксем шутне кĕреççĕ. Районта вĕсем 5960ăн, урăхла каласан пирĕн тăрăхра пурăнакансен 16,6 проценчĕ. Эпир яш-кĕрĕмпе "Патăрьел районĕнчи çамрăксем" муниципаллă программăн 2014-2020 çулсен валли хатĕрленĕ "Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи вĕрентỹ аталанăвĕ" çум программăпа килĕшỹллĕн ĕçлесе пыратпăр. _ 2015 çул вĕçленчĕ. Алена Кузьминична, вăл еплерех иртсе кайрĕ тата мĕнле пулăмсемпе палăрса юлчĕ?
_ Чи малтанах манăн пĕлтĕр 25 çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илнине палăртса хăварас килет. Сăмах май, кăçал вĕсен йышĕ тата та пысăкрах _ 34. Çавăн пекех тата 5 вĕренекен район администрацийĕн пуçлăхĕ паракан хавхалантарăва тивĕçнĕ. Мероприятисем те йĕркелетпĕр. Унта шкулта ăс пухаканнисем те, ĕçлекеннисем те хаваспах хутшăнаççĕ. Çамрăксене спортпа туслаштарас тĕллевпе район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн Çамрăксен канашĕ, райадминистраци çумĕнчи Çамрăксен правительстви, районти депутатсен Пухăвĕ çумĕнчи Çамрăксен парламенчĕ тăрăшнипе "7 кун сывлăхпа" проект ĕçлерĕ. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнине халалласа кроссвордсен конкурсне йĕркеленĕ. Яш-кĕрĕм республика шайĕнчи мероприятисене те хастар хутшăнать.
Çамрăксен пĕрлештернĕ команди "Çамрăксен Хули" форумра пулчĕ. Пляжра футболла выляссипе вĕсем виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. "Яла шанатпăр! Чăваш Енпе мутанатпăр!" ял хуçалăх фору- мĕнчен тата ытти мероприятинчен те пирĕн район хĕрĕсемпе каччисем пушă алăпа килмерĕç.
_ Эсир хăвăр калаçăвăрта çамрăксене пĕрлештерсе тăракан темиçе ушкăна та асăнтăр. Сăмах май, пирĕн районта вĕсем миçе?
_ 2011 çулта район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕнче ĕçлекен Çамрăксен канашĕ йĕркеленчĕ. Тепĕр çулхине Патăрьелĕнчи тĕп больницăра тăрăшакан "Земство тухтăрĕ" программăпа килнĕ 19 çамрăк тухтăр хăйсем Çамрăксен канашне турĕç. 2013 çулхи февральте районти депутатсен Пухăвĕ çумĕнче Çамрăксен парламенчĕ "çуралчĕ". Октябрьте вара район администрацийĕ çумĕнче Çамрăксен правительстви туса хучĕç. Пĕлтĕр тата тепĕр пĕрлешỹ кун çути курчĕ _ "Раççейри ялти çамрăксен канашĕ". Патăрьелĕнчи территори суйлав комиссийĕ çумĕнче Çамрăксен суйлав комиссийĕ ĕçлет. Вĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсенчи хастар çамрăксем те Канашсем йĕркеленĕ.
Асăннă пĕрлешỹсенчи хастарсем тĕрлĕ конкурса, проекта хутшăнаççĕ, çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ. Вĕсем пуррипех пире _ çамрăксемпе ĕçлекен центрта тăрăшакансене _ вăй хума та çăмăл. Çамрăксемпе кашни уйăхрах Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсене ирттеретпĕр, унта республика, район паракан пулăшусемпе паллаштаратпăр, яш-кĕрĕме çуллахи вăхăтра ĕç тупса парас, терроризма хирĕç кĕрешессине вăйлатас, наркотика тата ăс-тăна минретекен ытти япаласене сарассине чарас ыйтусене хускататпăр.
_ Малашлăхри тĕллевсем, ĕмĕтсем...
_ Çамрăксен чунĕнче тăван çĕршыва юратассине, хисеплессине вăйлатассипе тата ытларах ĕçлемелле тесе шухăшлатăп. Çавăн пекех волонтерсен йышне пысăклатмалла. Маттур хĕрсемпе каччăсене, çамрăк çемьесене май пур таран ытларах хавхалантарма тĕрлĕ конкурс йĕркелеме те палăртатпăр.
Чăваш Енри Вĕрентỹ министерствин çамрăксен пуçарулăхĕн центрĕн базинче районсенче çамрăксен патшалăх политикине реализацилессишĕн яваплă специалистсемпе канашлу иртнĕ. Унта Çамрăксемпе ĕçлекен федераци агентствин канашĕн ертỹçи Ю. Исмагилова, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Кудряшов та хутшăннă. Пирĕн районти çамрăксемпе ĕçлекен центр ертỹçи А. Адикинăна Ю. Исмагилова çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупса тата тăрăшса вăй хунăшăн Тав çырăвĕ панă.
О. ПАВЛОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)