20 февраля 2016 г.
Ĕнер, нарăсăн 19-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи Культура çуртĕнче районăн 2015 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç, 2016 çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Унăн ĕçне районти организаци, предприяти, учреждени, хуçалăх ертỹçисем, район шайĕнчи тата ял тăрăх депутачĕсем, район активĕ, уйрăм хастарсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе тата малашлăх плансемпе çыхăннă пухăва район пуçлăхĕ Михаил Петров уçрĕ. Мероприяти савăнăçлă лару-тăруран, ял хуçалăх производствинче тата ытти сферăра хăйсен хастарлăхĕ- пе, ĕçченлĕхĕпе ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ ĕçченсене республика, район шайĕн- чи наградăсене панинчен пуçланчĕ. Ун хыççăн залра ларакансем тĕп доклада итлерĕç. Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов иртнĕ çулхи ĕç итогне кашни отрасльпех туллин те танлаштаруллă цифрăсемпе илсе кăтартрĕ.
Доклад пуçламăшĕнчех Рудольф Васильевич Патăрьел районĕ республикăри ытти муниципаллă пĕрлĕхсем хушшинче социаллă пурнăçпа тата экономика аталанăвĕпе çыхăннă тĕп кăтартусемпе юлашки çулсенче малти вырăнсенче пулнине палăртрĕ. Сăмаха малалла тăсичченех тĕллевсене тата ытларах çивĕчлетрĕ, çакă малашлăхра лăпланса, çырлахса лармаллине, ĕçри хастарлăха хавшатмаллине пĕлтерменнине çирĕп каласа хăварчĕ. Тĕп докладра асăннă цифрăсемпе фактсем, пурнăçланă ĕçсемпе çитĕнỹсем Па- тăрьелсем аталану çулĕпе малалла ăнтăлмалли тезиссем пулчĕç (хаçатăн иртнĕ номерĕнче вулакансене район пурнăçĕпе çыхăннă 2015 çулхи итогпа тата 2016 çулхи тĕллевсемпе тĕплĕн паллаштарнăччĕ). Доклад хыççăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков сăмах илчĕ. Вăл районăн кăтартăвĕсем лайăххине, çакăншăн хĕпĕртеме сăлтав пуррине, çапах та малашлăхра ытларах тăрăшмаллине каларĕ. Олег Вадимович манăçнă йăласенчен пĕрне _ малта пыракан ĕçченсене сума суса йĕркеленĕ Хисеп хăмине çĕнĕрен пуçарма сĕнчĕ. Р. Селиванов ку ыйтупа районта вăй хума пикенни, ятарласа аллея тума палăртни пирки пĕлтерчĕ.
Мероприятин малалли пайĕ чĕрĕ калаçăва аса илтерчĕ. Пĕрисем хăйсене хумхантаракан ыйтусене çĕклерĕç, теприсем хуравларĕç. Акă, М. Хафизов ĕç ветеранĕ ра- йонта усă курман çĕрсем пурри, пусă çаврăнăшне кĕрекен лаптăкра объектсем туса лартни, районта пухăнакан сĕте юта ăсатни, хамăр патăрта апат-çимĕçе тирпейлекен предприятисем çукки пирки пăшăрханса калаçрĕ. Рудольф Васильевич Минегали Ямалетдиновича хуравланă май çĕр ыйтăвĕпе çине тăрсах ĕçлеме пикенни, çав шутра Ыхра Çырминче тата Шăнкăртамра какая тирпейлекен пĕчĕк цехсем çывăх вăхăтра хута каясси пирки каларĕ.
Канашлура çавăн пекех район пуçлăхĕ М. Петров, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное знамя" ЯХПК ертỹçи П. Никифоров, Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Юркина тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Мероприятие О. Мешков пĕтĕмлетрĕ, вăл район малашне тата та лайăхрах аталантăр тесен "Патăрьел пуласлăхĕ" проект йĕркелеме сĕнчĕ.
А. ЕГОРОВА, О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)