20 февраля 2016 г.
Ача садĕнче кашни уяв пĕчĕккин, пысăккин чĕринче савăнăçпа хаваслăх çуратать, нумайлăха асра юлать. "Юмах" ача садĕнче "Çăлтăрсем" ушкăна çỹрекен пепкесемпе М. Кисе- ева воспитатель тата М. Базунова музыка ертỹçи Çĕршыва хỹтĕлекенсен кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ мероприяти курма пынисен пурин кăмăлне те кайрĕ. Ачасем тăрăшсах сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç. Ашшĕсем- пе аслашшĕ-кукашшĕ те курса çеç лармарĕç _ ăмăртусене хутшăнчĕç.
Хĕрĕсемпе ашшĕсем ташлани вара кашнин чĕринче çепĕç туйăм çуратрĕ. Хитре кĕпесем тăхăннă пĕчĕк пикесемпе çывăх çыннисем пĕр-пĕрне юратнине тĕрлĕ хускану урлă кăтартрĕç.
Юлашкинчен ачасем уява килнисене хăйсен аллипе ăсталанă парнесем пачĕç.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)