Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Куç тулли телей _ ачисенче

18 февраля 2016 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Рес- публикин Патшалăх Канашне янă Çырура: "Ачасене хăйсене килĕшекен ĕçпе кăсăклантармалла, спорта, пултарулăха, обществăшăн усăллă ĕçе явăçтармалла. Чăваш Енре хушма пĕлỹ паракан тытăмра вĕренекен ачасен шучĕ çирĕппĕн ỹсни палăрать. Раççей Вĕренỹ министерствин хаклавĕ тăрăх, республикăн ку тĕлĕшпе пухнă опычĕ чăннипех те сайра йышшискер. Хушма пĕлỹ паракан тата пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тытăмсенче хушма пĕлỹ илекен ачасен шучĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн чи лайăх вунă субъекчĕ йышĕнче", _ тесе палăртнă.

Тĕрĕсех ĕнтĕ. Çакна Патăрь- елĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти хăш-пĕр тĕслĕхсемпе те çирĕп- летсе пама пулать. Кунта пĕлỹ пухакансем мĕнпе çеç кăсăкланмаççĕ-ши! Акă вĕренỹре хастарлăх кăтартакан, обществăлла пурнăçа тăтăш хутшăнакан саккăрмĕш класри Р. Шрша иртнĕ çул вĕçĕнче "Орленок" лагерьте канма тивĕç пулчĕ. Савăнăçĕ ниçта шăнăçайми Ризилян. Анчах унта кайиччен хĕрача çанă тавăрса "ĕçленĕ". Уроксем хыççăн музыка шкулне çỹрет вăл. Пиллĕкмĕш класа çитнĕ. Ташă студине пиллĕксемпе вĕçленĕ. Шăпах çак пултарулă- хĕсем пуртан инçе çула тухма тивĕçрĕ мар-и?

Паян Ризиля аллинче Пĕтĕм Раççейри "Орленок" ача-пăча центрĕнче çĕнсе илнĕ Хисеп хучĕсемпе дипломсем те пур. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ "Нам 41 не забыть, нам 45 славить" проектра вăл виççĕмĕш вырăна тухнă. "Математика: из прошлого в настоящее" олимпиадăра палăрнă. "Домовидение-2015" конкурсра çĕнтернĕ тата ытти те. "Стремительный" хула мэрĕ Н. Антонюк алă пусса панă Хисеп хучĕ те пур пухмачра.

Шкулти портфолио та пуян хĕрачан. Инçе çула тухиччен вĕсене те тишкернĕччĕ. Тивĕçли вара Р. Шрша çеç пулчĕ. Ризиля шкулти класс тулашĕнчи чылай мероприятинче хастар. Пĕр концерт та унсăрăн иртмест. Ăсталăха район, республика тулашĕнче те кăтартать вăл. Чĕмпĕрти тĕнче шайĕнчи конкурсра та иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ. Историпе тата литературăпа шкул шайĕнчи олимпиадăра çĕнтернĕччĕ. Хĕрача математика, литература, акăлчан, биологи предмечĕсене те кăмăллать. Хăйĕн çитĕнĕвĕнче шкулти педагогсен, ашшĕ-амăшĕн тăрăшулăхне курать.

4 ача çитĕнтереççĕ Шăнкăртамри Шршасем. Гузялия Шефигулловна хăй те воспитани ĕçне кỹлĕннĕ. Ялти "Сандугач" ача садĕнче ĕçлет. Çемьере асли _ Роза. Аслă пĕлỹ илнĕскер, çем- йипе Шупашкарта пурăнать. Икĕ ачаллă. Лилия улттăмĕш класра вĕренет. Алмаз ача садне çỹрет.

Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Шршасен те çаплах. Гузялия Шефигулловнăпа Фенис Хайдарович хăйсем те çаврăнăçуллă та пултаруллă. Капмар çурт лартса уйрăлса тухнă мăшăр тĕпрен. Çĕр ĕçĕпе тимлеççĕ. 2013 çулта вара районта çемьесен конкурсĕнче мала тухнăччĕ.

Чăваш телевиденийĕпе паракан "Чувашия _ мой дом" реклама роликĕнче ỹкерĕннĕ Ризиля. Çакăншăн мăнаçланать те вăл. Нумай нациллĕ районта пурăнса тĕрлĕ халăх ачи вĕренекен шкула çỹресе матурисен йышĕнче тăрать. Ашшĕ-амăшне кунтан ытла тата мĕн кирлĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика