13 февраля 2016 г.
Республика Пуçлăхĕн тăрăшуллă та пултаруллă, малалла ăнтăлакан çамрăксене стипенди пама йышăннă хушăвĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вĕренỹ отличникĕсем те пур. Вĕсем _ Н. Андреева, Д. Гаврилов, Д. Тазюков, Н. Исаева, Т. Грачева, А. Раськин.
Ника Андреева 10 класра вĕренет. Ăна районта иртекен тĕрлĕ предмет олимпиадинче курма пулать. Хĕр тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Историпе, литературăпа, обществознанипе, химипе, физикăпа хастарлăхĕ пысăк.
Республика шайĕнче ОБЖпа иртнĕ олимпиадăран çĕнтерỹçĕ пулса таврăнчĕ. Волейболла выляса та шкул чысне тăтăшах хỹтĕлет. Тус-юлташĕсемшĕн вăл яланах тĕслĕх. "Стипендине тивĕçни тата тăрăшарах вĕренме, хастар пулма хавхалантарать",_ тет Ника кăмăллăн.
Данил Гаврилов та 10 класра вĕренет. Унăн кашни çитĕнĕвĕ курăмлă. Психологи тата чăваш чĕлхи предмечĕсемпе республика шайĕнче призер пулса таврăнчĕ. Физика, хими, математика урокĕсене кăмăллать, вĕсемпе тĕплĕ вĕренет. Çитĕнỹсемшĕн "Орленок" ача-пăча лагерĕнче канма тивĕç пулчĕ. Данил _ волонтерсен юхăмĕн лидерĕ. Çулсерен районта, республикăра иртекен "Зарница" тата "Орленок" вăййисенче пысăк çитĕнỹсем кăтартать. Сăвăсем те хайлать.
Динар Тазюков анлă тавракурăмлă вĕренекен. Унăн портфолионе алла илсен тĕлĕнетĕн. Пуян та курăмлă вăл. Юлташĕсемшĕн те кăтартуллă. Пурнăçра сывă пурнăç йĕркине мала хурать каччă. Шкулта, районта, республикăра иртекен спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнать. "Зарница" тата "Орленок" вăййисенче çитĕнỹсем пур.
10 класри Татьяна Грачева каллех тĕрлĕ конкурса хастар хутшăнать. Историпе, литературăпа, обществознанипе тĕп- лĕн вĕренет. Вăл волонтерсен юхăмĕн лидерĕ, шанса панă ĕçе яланах тĕплĕн пурнăçлать. Сăвă çырма юратать. Таня _ шанчăклă юлташ. Кĕçĕн шăллĕсемшĕн те ырă тĕслĕх.
Андрей Раськин _ волонтер, ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăнать. Районта, республикăра иртекен конкурссене явăçать. "Зарница" тата "Орленок" вăййисенче пысăк çитĕнỹсем кăтартать. Пĕлỹ шайне çỹллĕ шайра тытма тăрăшать.
Наталия Исаева 11 класра вĕренет. Обществăлла ĕçсенче кăтартуллă. Районта иртекен "Ăслăлăх. Аталану. Пултарулăх" наука конференцийĕсенче малти вырăнсенче. Спортра та матур. Волейболла, баскетболла выляса шкул, район чысне пĕрре мар хỹтĕленĕ. "Мисс Патăрьел-2015" ята тивĕçрĕ. "Çак стипендие тивĕçни _ пирĕн вĕрентекенсен çỹллĕ шайри ĕçĕ",_ тет Н. Исаева.
О. КАЛЛИНА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)