10 февраля 2016 г.
Çитĕнекен ăрăвăн тĕрлĕ енлĕ аталанса пырас тесен ялан шыравра, тĕпчевре пулмалла. Çапла тума тăрăшаççĕ те харсăрсем. Вĕренỹре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне вĕсем тĕрлĕ конкурса, олимпиадăна хутшăнаççĕ. Малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Ку енĕпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти харсăрсене палăртмалла. Вĕсем регион шайĕнчи олимпиадăра пулчĕç. Унта Н. Андреева ОБЖпа çĕнтерчĕ. А. Вахитов призерсен шутне кĕчĕ (руководителĕ Ю. Васюткин). А. Шулеповапа А. Алимова (руководителĕ В. Падисов) физкультурăпа призерсем пулчĕç.
Первомайскинчи вăтам шкулти А. Романова, Н. Кузнецов, Н. Мылов, Н. Никитина, А. Козлов (вĕрентекенĕсем В. Матюшкин, В. Никитин) та район чысне хỹтĕлесе призера тухрĕç.
А. ИВАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)