Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Чăваш чĕлхипе литература эрни

06 февраля 2016 г.

Шкулта кашни çулах чăваш чĕлхипе литература эрни, ытти предметсем пекех, пысăк шайра иртет. Тĕрлĕ конкурспа мероприятине хутшăнса ачасем тăван чĕлхене юратма тата хисеплеме, ĕçе пур енлĕн хаклама вĕренеççĕ.

Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем те "Ĕç çыннин çулталăкне" халалланă чăваш эрнинче хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне кăтартрĕç. 5-6-мĕш классем хушшинче иртнĕ "Эпир тăван чĕлхе тусĕсем" ятлă викторина вĕренекенсен кăмăлне уçсах ячĕ. Икĕ ушкăн та хастар ĕçленине кура пĕр пек балсем пуçтарчĕç. Чи матуррисен шутĕнче А. Васильева, К. Кошкина, А. Жукова, Е. Хитрова, В. Трифонова, К. Алякина, В. Стеклова, М. Сейфуллина пулчĕç.

Çулсерен пуянланса пыракан музей историйĕпе паллашма, ĕлĕкхи экспонатсене курма ачасем яланах хавас. Хальхинче, акă, унта 4-мĕш классем пулса курчĕç. Тăххăрмĕшĕнче вĕренекен О. Цыганов, А. Хурамаева, В. Мулюкова музей çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕç.

7-мĕш классенче иртнĕ "Пултаруллисемпе тавçăруллисен" конкурсĕнче ачасем чи кăткăс ыйтусем çине хуравларĕç. Чи хастаррисенчен С. Савдерована, М. Иванована, М. Воробьевана, А. Исаева, А. Торговцева палăртмалла.

Патăрьел тăрăхĕ паллă çынсемпе пуяннине пурте лайăх пĕлеççĕ. Кам илтмен пулĕ Геннадий Айхи, Алексей Талвир, Митта Ваçлей тата ыттисен ячĕсене, вĕсен вилĕмсĕр хайлавĕсене? Хамăр ентеш Раиса Сарпи пултарулăхĕпе ĕçченлĕхĕ çинчен те асăнса хăвармасăр май килмест, паллах. Çавна май поэтессăна халалланă уроксем иртрĕç. Ачасемшĕн вĕрентекенсем туллин каласа пани, пурнăçĕпе пултарулăхĕ, сăввисемпе паллаштарни питĕ усăллă пулчĕ.

Çитĕнекен ăрăвăн "Ĕç çынна илем кỹрет" темăпа хатĕрленĕ ỹкерчĕкĕсем, кроссворчĕсем, ребусĕсем, тупмалли юмахĕсем, хăйсем çырнă сăввисем шкулта тăтăшах тухса тăракан "Пирĕн сасă" хаçата курăмлă та илем- лĕрех тума пулăшрĕç. Ку ĕçе кĕçĕннисем те, аслисем те ха- васпах хутшăнчĕç.

Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем ачасен ĕçĕсемпе çав тери кăмăллă. Малашне те çакăн пек тăван чĕлхене юратса вĕренме çеç мар, чă- вашлăха çỹлте тытса тăракан çынсем пуласса питĕ шанас килет.

М. ИВАНОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика