Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Пĕчĕкрен хăнăхтармалла

06 февраля 2016 г.

"Нумай вулатăн - нумай пĕлетĕн",_ тенĕ ваттисем. Анчах та хальхи ачасене кĕнекене юратма, илемлĕ литература произведенийĕсене вулама хăнăхтарасси пĕрре те çăмăл мар. Сĕтел çỹллĕш те ỹсеймен шăпăрлан паян кĕнеке вырăнне алла компьютер тытать. Садике çỹрекенскер те ăна ăçтан пусса ямаллине пĕлет. Çавăн пекех телевизор умĕнчен кайма пĕлмеççĕ пĕчĕкскерсем. Пĕр хăпми 2-3 сехет мультфильм пăхакан ача аслисене интереслентермест те тейĕн. Ара, вăл никама та чăрмантармасть, телевизор ăшнех "путнă" та. Çакă сывлăхшăн питĕ сиенлĕ пулнине халĕ мар, кайран кăна ăнланса илетпĕр. Шкул ачисем хушшинче япăх куракансем йышланни çакна çирĕплетет мар-и?

Нумай вулакан ача уроксенче яланах ыттисенчен пĕр утăм маларах пырать. Кĕнеке вулани ача тавра курăмне ỹстерни пирки тăтăшах калатпăр. Анчах ун пирки шкулта кăна калани çите лĕксĕр, ашшĕ-амăшĕн те ывăл-хĕрне кĕнекене юратма вĕрентмелле. Калăпăр, кĕçĕн классенче вĕренекен ачăра юмах, калав вуласа пама ыйтни, унăн пĕр-пĕр сыпăкне ашшĕ- амăшĕ хăй вулани, паллах, илемлĕ литературăна юратма вĕрентес ĕçре пысăк утăм. Ачана вулаттарнă ĕçе яланах пĕр çын, амăшĕ çеç мар, ыттисен те хутшăнмалла. Вуласа пама ыйтмалла, унпа интересленнине кăтартмалла. Класри ачасем ашшĕ вĕсемпе кĕнеке вуланине епле мухтанса каласа параççĕ. Апла пулсан ашшĕсен çирĕп сăмахĕ те вырăнлă ку чухне. Ача алла кĕнеке тытсан телевизора чарма манмалла мар. Юратнă сериал пырсан та вăл вуланине итлеме тăрăшмалла. Тĕпренчĕкĕр кĕнеке тытнинчен ырă ĕç çуках. Телевизора кайран та курма пулать.

Нумай вулани диктантсене тĕрĕс çырма та, сочиненисенче тĕрлĕ пулăмсене илемлĕ сăнласа пама пулăшнине те асра тытмалла.

Шкул ачисене эпир мĕн пĕчĕкрен библиотекăна çỹремеллине аса илтеретпĕр. Ашшĕ-амăшĕн те ачисем библиотекăран кĕнеке илсе вуланипе интересленмелле. Мĕнлерех кĕнекесем килĕ-шеççĕ ăна. Юлашкинчен мĕнле кĕнеке вуланă вăл?

Пирĕн, вĕрентекенсен тата ашшĕ-амăшĕн, хамăрăн тĕпренчĕксен интересĕсене пĕлсех тăмалла. Акă, ачăр юлташĕ патне çуралнă куна кайма хатĕрленет. Мĕнле парне илсе памаллипе сирĕнпе канашлать. Кун пек чухне чи пысăк парне кĕнеке пулни çинчен ăнлантарсан питĕ аван пулмалла. Тем тĕрлĕ кĕнеке те пур паян лавккасенче.

Эпĕ, ĕнерхи вĕренекен, чăваш чĕлхипе литература учителĕ каланине нихăçан та асăмран кăларас çук. "Кашни ĕç укçи илмессерен пĕр кĕнеке туянăр, унтан пысăк парне пулмĕ сирĕншĕн",_ тетчĕ вăл яланах. Унăн сĕнĕвне пуçран кăларса ывăтман, кашни уйăхрах пĕр кĕнеке туянатăп. Халĕ килте хамăрăн библиотека. Малашне тата пысăкланасса шанатăп. Кирек мĕнле ыйту сиксе тухсан та камран канаш ыйтмалли пур манăн.

Т. ДИМИТРИЕВА, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. Патăрьел

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика