03 февраля 2016 г.
Патăрьелĕнчи "Василек" ача садĕнче тăтăш тĕрлĕ викторина, конкурс, вăйăсем иртеççĕ. Кунти ĕçченсем ачасен кулленхи пурнăçне хаваслă та интереслĕ йĕркелеме тăрăшаççĕ. "Çитĕнекен ăру сывлăхлă та ăслă-тăнлă ỹстĕр", çакă пирĕн тĕп тĕллев, _ теççĕ воспитательсем.
Куллен юр çуни аслисемшĕн ĕç пулсан, ачасемшĕн вара чăн-чăн савăнăç. Урама тухсан вĕсем мĕн вăй çитнĕ таран пĕчĕк кĕреçисемпе тĕрлĕ кĕлетке валли кăпăшкаскере пĕр çĕре купалаççĕ. Акă тăвайкки те хатĕр. Ун çинчен çунашкапа ярăнса анма пулать. Ача сачĕ йĕри-тавра йĕлтĕр йĕрне те хывнă.
Ку хутĕнче вара "Хĕллехи вăйăсем" ăмăрту иртрĕ. Кăткăс та интереслĕ программа хатĕрленĕ Л. Портнова инструктор. Малтан йĕлтĕрпе ăмăртрĕç. Ачасем пулас олимпиецсем пекех ярăнаççĕ. Финиша вара А. Никифоров пĕрремĕш кĕчĕ. Юрпа тĕл пемелле те ăмăртрĕç. Кунта С. Солдатов çĕнтерчĕ. В. Рубцов Д. Гаврилована çунашка çинче туртса пуринчен малта пулчĕ. Р. Абейдуллов тăвайкки патшине тухрĕ. Юр кĕрчĕ çине никама та улăхтармарĕ.
Пулас олимпиецсем хăйсене чăн-чăн спортсменсем пекех туйрĕç. Тумĕсем те, йĕлтĕрĕсем те тивĕçтереççĕ.
Вăйăсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Çанталăкĕ те ачасене май пулчĕ. Çĕнтерỹçĕсене Ю. Козлова заведующи Хисеп ху- чĕсемпе чысларĕ.
Л. ЮМАНОВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)