Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Эмелпе çеç мар, сăмахпа та сиплеççĕ

03 февраля 2016 г.

Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕнче кун каçипех çын татăлмасть. ытларах ватăсемпе вăйпиттисем тата шкул ачисем тăтăшах кĕре-кĕре тухаççĕ. кунта вăй хуракансем кашни çыннах кăмăлтан кĕтсе илеççĕ. пациентсен ыйтăвĕсене васкавлăн тивĕçтерме пикенеççĕ, никама та пулăшу памасăр кăларса ямаççĕ. "мĕнле ăсталăхпа вăй-хал çитереççĕ-ши?",_ тĕлĕнетĕн вĕсенчен. чирлĕ çынсен нуши-асапне хăвăрт туйса илекенсен кăмăл-туйăмĕ те ырă, чĕлхи те çепĕç.

"Чăваш Ен _ сывă регион! Эпир халăха хăйĕн сывлăхĕ çине пысăк яваплăхпа пăхма кирлине ăша хывма пулăшатпăр"

(Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă çыруран).

_ Валентин Васильевич, сывлăхăр хавшарĕ-им?_ ăшă куçĕпе йăвашшăн тинкерчĕ Е. Александрова медсестра тин çеç пỹлĕме кĕрсе тăнă ватă çынна.

_ Манăн тахçанах ăш-чик ыратать. Ятарласа килтĕм тухтăр патне,_ васкамасăр сăмах хушрĕ ĕç ветеранĕ. Сиплев ĕçĕнче 32 çул тăрăшакан Елена Федоровна ăна маларах иртсе ларма сĕнчĕ, амбулатори тетрадьне алла илчĕ, тухтăр патне кĕме хут çырса пачĕ. Офисра çулталăка яхăн Елчĕк районĕн- чи Аслă Пăла Тимеш хĕрĕ Н. Мулякова врач тăрăшать. Хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать, пуринпе те сăпайлă калаçать. Сасси çепĕç.

_ Тем юрамарĕ. Пуç çаврăнать, вăй çук, вăхăтăн-вăхăтăн куç хуралса килет,_ хăйĕн чир-чĕрĕ çинчен тĕплĕн каласа пама тытăнчĕ ватă хĕрарăм Неонила Юрьевнăна. Врач вара чирлĕ çынна кăмăлтан итлерĕ, тĕрĕслерĕ, юн пусăмне виçрĕ. Уçă сывлăшра ытларах пулма сĕнчĕ. Юлашкинчен мĕнле эмелсемпе сипленмеллине, панă анализсем япăх пулсан укола çỹремеллине систерчĕ. Амбулаторине килсе кайма йывăр пулсан сестрасем укол тума хăйсем киле пырассине пĕлтерчĕ.

Кунне миçе хутчен илтмеççĕ-ши ăшă та ырă сăмахсене амбулатори ĕçченĕсем. Шутне те пĕлеймĕн. "Ятарласа уçнă "Тивĕçтерỹ кĕнекинче" çырнă сăмахсене вуласан кăмăл çĕкленет. М. Казенова, А. Федоськина, Р. Задорова, А. Кошкина, А. Быкова, В. Сельцова, А. Егорова, Анатолий тата Мария Инжасем çырнă сăмахсем малашне тăрăшуллă пулма хистеççĕ пире",_ теççĕ шурă халатлăскерсем.

Çепĕç те илемлĕ, пуян та анлă чун-чĕрепе çынсене мĕнле те пулин ырă туса савăнтарасшăн Надежда Зайцевапа Зоя Иракина медсестрасем. Такам валли те çитекен чун ăшши пур сиплевçĕсен: пурне те чĕрĕлĕх, хĕрỹлĕх вăйĕ кĕртесшĕн. Укол тумалла-и е система лартмалла _ аллисем çыпăçуллă. Амбулаторинчи П. Тимкина санитаркăна та ырăпа асăнмалла. Вăл та чирлисемпе вашават, хăйĕн ĕçĕнче тăрăшуллă.

"Амбулаторинче яланах таса та ăшă. Пире сывлăх хуралçисем хăйсен ырă кăмă- лĕпе сиплев парса тăраççĕ",_ теççĕ яланах патăрьелсем. Медицинăра вăй хураканăн ĕçне, пĕлтерĕшне, хăшĕ-пĕри, тен, тарăннăн хаклама та пĕлеймĕ. Ман шутпа, вĕсен тăрăшулăхĕ ялти кашни çемьен, кашни çыннăн кулленхи пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Хăвăрах шутлăр-ха: енчен те сарăмсăр пĕр-пĕр чир аптратсан тỹрех тухтăр патне васкатпăр, унран пулăшу ыйтатпăр. Медицина ĕçченĕ-сем пĕрремĕш участокри халăх сывлăхне кирлĕ пек вăхăтра тĕрĕслесе тăраççĕ. Акă мĕншĕн сиплевçĕсен йывăр та яваплă ĕçне ял-йыш вырăна хурать.

Г. ХЛЕБНИКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика