30 января 2016 г.
Ĕнер, январĕн 29-мĕшĕнче, Патăрьел ял тăрăхĕнче Республикăри муниципалитет пĕрлĕхĕсен Канаш Правленийĕн анлă ларăвне хутшăннă республикăри район центрĕсен тата вырăнти ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем пĕр- пĕрин ĕç опычĕпе паллашнă май шăпах çак шухăша пĕтĕмлетрĕç: пĕрле чухне _ шухăшсем пĕлтĕрĕшлĕ.
Правлени ларăвĕн вырăна тухса ирттернĕ канашлăвĕ Патăрьел ял тăрăх администрацийĕнче пуçланчĕ. Канашлăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, унăн пĕрремĕш çумĕ _ социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Марат Айзатуллов, Патăрьел ял пуçлăхĕ Анатолий Моисеев, ЧР муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн исполнительнăй директорĕ Станислав Николаев, Патăрьел ял тăрăх депутачĕсем кĕтсе илчĕç.
Анатолий Федорович кĕскен кун йĕркипе паллаштарнă хыççăн Чăваш Енти муниципалитет пĕрлĕхĕсенчен килнĕ пуçлăхсене "Чистое село" унитарлă предприятин район центрĕнчи халăха коммуналлă техникăпа тивĕçтерекен паркĕ-пе паллашма та кăмăллă пулчĕ. Юлашки çулсенче автопарк самай пуянланнă, ку чухнехи техникăпа çĕнелнĕ.
Анлă ларăва республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă представительсене Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕчĕк бизнес мĕнле аталанса пыни кăсăклă пулчĕ. Май пуррипе усă курса вĕсем район центрĕнче бизнес каçалăкĕнче сулмаклă утăмсемпе малалла ăнтăлакан уйрăм усламçăсен _ Хлебниковсен _ производствипе, тимĕре хĕртсе эрешлĕ картасем ăсталакан маçтăрсен ĕçĕпе те паллашрĕç. Сăмах май каласан, виçĕ пĕртăван _ Александр, Леонид, Рудольф _ килĕштерсе ĕçлесех район халăхне пахалăхлă сĕтел-пуканпа çеç мар, хурçă картасемпе те тивĕçтерме пикенчĕç. Мĕнрен япăх пуçару! Налукĕ район хыснине пуçтарăнать, çынсене хушма ĕç вырăнĕ те пулать... Ĕç вырăнĕ те пулать тенĕрен, хăнасене Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче те районта яллă вырăнсенче ĕçлекен специалистсене хатĕрленипе унăн директорĕ В. Спиридонов паллаштарнине итлеме те кăмăллă пулчĕ. Юлашкинчен республикăри кăнтăр районĕсенчен пĕринче йĕркеленĕ мероприяти акционерсен "Батыревское" хупă пĕрлешỹре иртрĕ. Район центрĕнчи ăнăçлă аталанса пыракан хуçалăх пирки ларăва хутшăнакансем чылайăшĕ илтнĕ те пулĕ. Çапах та пĕрре куçпа курни çичĕ хутчен хăлхапа илтнинчен лайăхрах. Петр Ялуков хастар ертсе пыракан хуçалăх пысăк тухăçлă тыр-пул, пахча çимĕç туса илессипе те, çĕнĕ фермăсем, управсем хута ярассипе те... ĕçлекенсене пысăк шалу тỹлессипе те кăтартуллă.
Пĕтĕмлетỹ пайĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ял тăрăх пуçлăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, район центрне инвестицисем кĕртмелли мелсене ỹстерессипе паллаштарчĕ. Çак ыйтупах Патăрьел ял пуçлăхĕ Анатолий Моисеев та сăмах каларĕ. Муниципалитет представителĕсем умĕнче Патăрьелĕнчи анлă ларăва хутшăннă Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн исполнительнăй директорĕ Станислав Николаев, вĕсен тĕп бухгалтерĕ Любовь Парамонова та кун йĕркинчи ыйтупа тухса калаçрĕç. Лару ĕçне ЧР Администраци Пуçлăхĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Игорь Николаев хутшăнчĕ.
Нина МАЗЯКОВА, тĕп редактор.
Хаклав
Полина НИКОЛАЕВА, Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ ял тăрăх пуçлăхĕ:
_ Яваплă тивĕçре улттăмĕш çул ĕçлетĕп пулин те Патăрьел районĕнче пĕрремĕш хут. Вĕсене ырă кăмăлтан ăмсанмалли, тĕслĕх илмелли, çĕнни пайтах. Паттăр енсем чăнах та матур, хастар ĕçлеççĕ. Тĕлĕнмелли çеç юлать...
Дмитрий ВАСИЛЬЕВ, Çĕрпỹри ял тăрăх пуçлăхĕ:
Çĕнĕ ĕçре эпĕ темиçе çул пиçĕхнĕ çын мар, çĕнĕ специалист. Çавăнпа та çĕнĕ çулти пĕрремĕш правлени ларăвĕ Патăрьелĕнче иртни маншăн питĕ кăмăллă пулчĕ. Вĕсенчен вĕренмелли, ăша хывмалли пайтах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)