Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсен пултарулăхĕ

30 января 2016 г.

 Телее ĕçре тупасшăн

Юлхава эп юратмастăп,

Хăвалатăп хам çумран.

Наянăн кулли пулмастăп,

Хăп часрах ман патăмран!

Эпĕ чăн-чăн çын пуласшăн,

Çитĕнесшĕн пур вăйран.

Телее ĕçре тупасшăн,

Вăйăм-халăм пур-ха ман!

С. Тимофеева (7б)

Ĕç виçи

Ĕçлеме юратаканскер

_ Савнăçпа вăл тулнăскер.

Наяна перекенскер

_ Хуйхă пуçтараканскер.

Ир тăрса тăрмашакан

_ Тутă пулнă авалтан.

Ним тумасăр пурнакан

_ Пăрăннă таса çултан.

М. Иванова (7б)

 

Патвар, çирĕп çитĕнетĕп

Эпĕ маттур хĕрача,

Ĕçлемешкĕн юрататăп.

Хăть хăçан та юлташа

Пулăшмашкăн тăрăшатăп.

Ирхине ирех тăратăп

_ Çăвăнатăп, тумланатăп.

Апат çисе тăрансан

Шкулалла тухса утатăп.

Тăрăшса эп вĕренетĕп

_ "Пиллĕк" паллăсем илетĕп.

Пĕр ĕçе те тиркеместĕп,

Патвар, çирĕп çитĕнетĕп.

И. Туктина, (6а)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика