27 января 2016 г.
Кăçалхи хĕл уйрăмах тĕлĕнмелле. Юр çăвать те кĕрт пулса тăрать, е çумăрпа каллех ирĕлет. Юлашки çил-тăман хыççăн çеç тавралăх илемленчĕ. Унтанпа Патăрьелĕнчи "Юмах" ача садне те палласа илме çук. Çынран çỹллĕ юр хỹсе кайрĕ. Ачасем уçăлма тухакан лаптăк курăнмасть те. "Асамат кĕперĕ" ушкăна çỹрекен шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕ çийĕнчех пĕр-пĕринпе калаçса татăлса пулăшу йĕркелерĕ. Кĕске хушăрах уçăлма тухмалли лаптăка тасатса та хучĕç.
Çакă çеç те мар. Кунтах юмах тĕнчи "уçăлчĕ". Ашшĕ-амăшĕпе ачасем пĕрле халапсенчи сăнарсен кỹлеписене ăсталарĕç. Тĕлĕнмелле илемлĕ тухрĕ. Халĕ ачасен савăнăçĕ ниçта шăнăçайми.
Ф. МАРКИДАНОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)