Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Кăмăллă тĕл пулу

23 января 2016 г.

Вĕрентекен ĕçĕ хисеплĕ те йывăр. Ачасене юратакан çеç сумлă та пултаруллă çак ĕçре. Сăмахăм Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л. Сорокина çинчен.

Вăл 35-мĕш çул çамрăк ăрăва пĕлỹ парас ĕçре вăй хурать. Шкулта тĕрлĕ халăх ачи ăс пухать. Учительницăн кашнин патне сукмак тупмалла, тăван чĕлхене, культурăна юратма вĕрентмелле. Ачасем Людмила Александровна урокĕсене килĕштереççĕ, предмета юратаççĕ. Вĕсем хăйсене ăс параканпа мухтанма та пултараççĕ, вĕрентекен сăвăсем шкул парти хушшинче ларнă вăхăтранпах хайлать. Л. Сорокина университетра чухнех "Çилçунат", "Ялав", "Тăван Атăл", "Пике" журналсемпе çыхăну тытнă. Ун сăввисем паян та республикăра тухса тăракан журналсемпе хаçатсенче, районти "Авангардра" пичетленеççĕ, вулакана хăйсен илемĕпе, тарăн шухăшĕпе тыткăна илеççĕ. Туслăх, юрату, çут çанталăк _ Людмила Сорокина сăввисенче тĕл пулакан тĕп тема. Вăл ача-пăча валли те çырма кăмăллать. Вĕрентекенĕн юлашки çулсенче шăпăрлансем валли чăваш кĕнеке издательствинче "Уйăх ачи", "Вăрманти ташă", "Кĕр палли" кĕнекисем пичетленсе тухрĕç. Ачасен ĕçĕ "Çулталăк кĕнеки" конкурссенче хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç. Людмила Александровна хайлавĕсене шкул учебникĕсене те кĕртнĕ, кĕçĕннисем вĕсене уроксенче тишкереççĕ.

Çак кунсенче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти 4-мĕш классенче ăс пухакансем, библиотека ĕçченĕсем йĕркеленипе авторпа акт залĕнче тĕл пулчĕç. Унта вĕрентекен тата сăвăç çамрăк вулакансене хăйĕн иртнĕ кун-çулĕ, творчествăри çитĕнĕвĕ, хайлавĕсем епле çырăнни çинчен каласа пачĕ. Çитес вăхăтра чăваш кĕнеке издательствинче "Хĕвел ури" _ "Солнечный зайчик" ятпа сăвăсен куçарăвĕ вырăсла кĕнеки тухассине те пĕлтерчĕ. Тĕл пулăва пухăннисене çыравçăн хайлавĕсене А. Перепелкина "Çăлтăр", Ю. Веревкина "Ĕçчен сантăр", Н. Думилин "Упа çури", В. Лазарев "Марине" вулани кăмăла кайрĕ.

Г. КИРИЛЛОВА, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул библиотекин заведующийĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика