20 января 2016 г.
Çулталăкăн кирек хăш вăхăчĕ те илемлĕ. Çуркуннепе кĕркунне, е çуллапа хĕлле сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем тĕрлĕ спорт вăййине явăçма пултараççĕ. Ку хутĕнче Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта ирттернĕ мероприяти те çавнах çирĕплетрĕ. 120 ытла фанатик тăчĕ йĕлтĕр йĕрĕ çине.
Спорт ăмăртăвĕсем кăмăллă та илĕртỹллĕ иртрĕç. Анчах унта çын сахалрах хутшăнни çеç пăшăрхантарчĕ. Районти кашни учреждени, предприяти команда тăратнă пулсан мĕн тери аванччĕ.
Йĕлтĕр йĕрĕ хурăннă ятпа тупăшăва тухакансене тата вĕсене хавхалантаракансене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Моисеев саламларĕç. Ăмăртусем ỹсĕм çулне кура иртрĕç. 5-7 классенче вĕренекенсем хушшинче малти вырăнсене М. Кальметовăпа (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул) М. Молочников (Первомайски), 8-9 классенчен К. Чемеровапа (Турхан) Н. Петров (Первомайски), 10-11 классенче пĕлỹ пухакансенчен А. Красновапа В. Иванов (Хирти Пикшик) йышăнчĕç.
18-39 çулхисенчен финиш йĕрне А. Григорьев (Патăрьелĕнчи агротехникум), Л. Базманкина (социаллă хỹтлĕх пайĕ), 40-49 çулхисенчен Н. Васильев (Шăхач), 50-59 çулхисенчен Н. Афанасьев (Нăрваш Шăхаль) финиш йĕрне маларах касрĕç.
Н. Григорьев (Кĕçĕн Арапуç)та çулне кура мар маçтăр ярăнать. Çак ялти А. Селиванов ятарлă приза тивĕç пулчĕ.
Çĕнтерỹçĕсем пурте призсемпе дипломсене тивĕçрĕç.
Февралĕн 14-мĕшĕнче стадионта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2016" массăллă чупу пулать.
Н. МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)