20 января 2016 г.
Ĕнер православи тĕнне ĕненекенсем чи пысăк уявсенчен пĕрне _ Кăшарнине _ паллă турĕç. Евангелинчи истори тăрăх, шăпах çак кун Иоанн Креститель Иордан юхан шывĕнче Иисус Христоса тĕне кĕртнĕ. Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, январĕн 18-мĕшĕнчен 19-мĕшне шыв структури те улшăнать иккен.
Уява хисеплесе районти пур чиркỹ те каçхинех кĕлле кĕчĕ. Ирхине вара пачăшкасем шывсене сăвапларĕç. Çакăн хыççăн кашнийĕ килĕсене валли таса шыв илсе кайрĕ. Унтан сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕпписем ятарласа каснă 11 вак (пĕлтĕр 12 пулнă) патне пуçтарăнчĕç. Патăрьелĕнче Кепе юхан шыв хĕррине те нумай çын килчĕ: пĕрисем _ курма, теприсем _ шыва кĕме. Чи малтанах Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн виççĕмĕш округĕн благочиннăйĕ Сергий протоиерей тата Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Николай протоиерей служба ирттерчĕç. Унтан тин район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата ыттисем те чỹхенсе тухрĕç. Патăрьелсемпе пĕрле уяв савăнăçне пайлама Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен исполнительнăй директорĕ Станислав Николаев та хутшăнчĕ.
Кăшарни ытларах чухне шартлама сивĕсемпе палăрса тăрать. Маларах Хĕл Мучи сăмсапа хăлхана аванах чĕпĕтрĕ пулсан та тăман хыççăн çанталăк чылай çемçелчĕ. Тухтăрсем пĕрех шыва кĕрекенсене асăрхануллăрах пулма ыйтаççĕ. Çакна шута илсе Патăрьелĕнчи çемье офисĕнче вăй хуракансем вак çумĕнчех тăчĕç, кашнийĕ хăйне мĕнле туйни пирки ыйтрĕç.
Сăвапланă шывра çăвăнса тухнă хыççăн пурте пĕрле вĕри чей ĕçрĕç.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)