20 января 2016 г.
Çĕнĕ çулпа Сурхури, Кăшарни уявĕсем иртсе кайрĕç пулин те, уявсемпе праçниксенчи пысăк хăпартлану туйăмĕ иксĕлмест-ха. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Денис Красновшăн пушшех те. Уншăн иртсе кайнă çулталăк ĕмĕрлĕхех асра юлĕ.
Пулас салтак хăйĕн пултарулăхне вĕренỹре, общество пурнăçĕнче çеç кăтартмасть. Кремльти елкăра Хĕл Мучипе чăрăш тавра савăнма, çĕршывăн тĕп хулинче шурсухалпа юнашарах экскурсисенче киленме тата ыттине те çамрăк хастар иртнĕ çул Атăлçи федераллă округра оборонăпа спорт лагерĕнчи пысăк çитĕнỹсемшĕн тивĕçнĕ. Çак пысăк сăлтавпа ăна Чăваш Ентен Кремльти елкăна каякан 46 шкул ачи шутне кĕртнĕ те.
Сăмах май каласан, виçĕмçул пирĕн районтан Раççейри тĕп елкăна виçĕ ачапа пĕрлех Туçари вăтам шкул директорĕ Петр Шашкин хутшăннă. Вĕренекенсенчен пĕри каллех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти хĕрача пулни асăннă коллективăн ỹсĕмĕпе хастарлăхне, пуçарулăхне çирĕплетсе парать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)