Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çĕнĕ çул çитрĕ те иртрĕ, чунра тепĕр йĕр хăварчĕ…

16 января 2016 г.

Хавхаланса та хăпартланса, тĕмсĕлсе кĕтнĕ Çĕнĕ çул çитрĕ те иртсе кайрĕ. Январĕн 13-14-мĕшĕсенчи Кивĕ Çĕнĕ çула та хыçа хăвартăмăр. Сăмах май каласан, асатте-асаннесен йăлипе çак кунсенче йăвача пĕçерме е тата пĕр-пĕ-ринчен пехил илме манмарăр-и? Ку тĕлĕшпе Сăкăтсем ыттисемшĕн кăтартуллах темелле. Вĕсем ĕлĕкхилле çветкесем пулса тухма та, Кивĕ Çĕнĕ çул каç пĕр-пĕрне ырă сунса пехил пама та ỹркенмеççĕ.

Январĕн 19-мĕшĕнче вара православи тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансемшĕн чи аслă 12 праçниксенчен пĕри _ Кăшарни _ пулĕ. Çак кунхине Турра чĕререн хисеплекенсем ваксенче шыва кĕрсе çылăхĕсене тасатĕç. Çавна май ваксенче шыва кĕрекенсене хăрушсăрлăхăн мĕн пур йĕркине пăхăнма ыйтатпăр. Праçник умĕнхи каçхине вара усал-тĕселсенчен сыхланас тĕлĕшпе алăксем, кантăксем умне хĕрессем ỹкерсе тухĕç. Çак йăла-йĕркесене пăхăнма вара кая юлман-ха.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика