Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Сывлăх сунни _ ырă сунниех

13 января 2016 г.

Пурнăçра кирек мĕнле ырă е начар пулăм та бумеранг евĕр каялла çаврăнса килет. Шел, вăл та патак пекех икĕ вĕçлĕ: лайăх е усал... Калаçăва чунлăхпа чунсăрлăх, кăмăллăхпа усаллăх туйăмĕсем пирки пуçарнă май, чăн малтан хамăр воспитанинчен, культурăран е тата тавракурăмран та килекен пулăм е хăтлану пирки пуçарасшăн. Ан тив, ман сăмахăм Çĕнĕ çулта темиçе çынна çеç "вăраттăр". Вăл та усăллă пулĕ.

Сăмахăм вара пĕрре пăхсан ниме тăман ыйтупа _ çынна сывлăх суннипе _ çыхăннă. Тепĕр чухне кăмăлтан утса пынă чухнех ăна пăсса хума пултаратăн. Ку таранччен палласа-калаçса пурăннă çынах чĕнмесĕр иртсе кайни, вырăнта ĕçлекен интеллигенциех е тата пысăкрах, влаç тытăмĕнче тимлекен çын курмăш пулса çăварне шыв сыпни тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет. Ун пек чухне вара пуçа ирĕксĕрех те- мĕнле шухăш та пăралать: кỹрентернĕ, çиллентернĕ, кăмăлне хăварнă-ши? Эсĕ сывлăх суннă çын сан çине çаврăнса та пăхманни вара чăнласах та чĕрере начар туйăм çуратать. "Мĕншĕн чĕнтĕм, мĕншĕн мĕскĕнлентĕм-ши?"_ тетĕн ирĕксĕрех ун пек чухне. Сирĕнпе ун пекки пулнă-и?

Çынна курсан сывлăх сунни ăна çĕр çинче мĕнпур ыррине суннипе танах тесе шутлатăп. Çынна ырă, сă-вап тăвакана Турă та пулăшать, унăн пархатарлă ĕçне пĕр вырăна хурать.

2016 çул _ Хĕвелтухăç календарĕпе Упăте аллинче. Этеме çывăх çак ырă та кăмăллă хĕрлĕ Упăте хăйĕн хăтланăвĕпе тата тимлĕхĕпе кашни çынна алла илме пултарнине калаççĕ. Çапла пултăрах! Çакна шута илсе манăн та шанас килет, пуçланнă çĕнĕ çул сывлăх сунакансен çулталăкĕ те пулĕ.

Асăннă материала хатĕрлес умĕн хамăр çурт умĕнчен пуçласа ĕçе çитиччен 31 çынна сывлăх сунма тиврĕ. Телее, пĕри те пĕлмĕш те, курмăш та пулмарĕç. Апла пулсан ырри _ малашлăхра.

Н. МАЗЯКОВА, хаçатăн тĕп редакторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика