Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Чи çивĕч ыйтусене хускатрĕç

26 декабря 2015 г.

Декабрĕн 23-мĕшĕнче, район администрацийĕн Пысăк залĕнче район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Унта паянхи куншăн актуаллă ыйтусене хускатрĕç.

Чи малтанах сăмах район администраци пуçлăхĕн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов илчĕ. Вăл ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене харпăрлăха куçарассине хăвăртлатас ыйтăва çĕклерĕ. Çакăн валли сăлтавĕ те пур _ çĕр пайĕсене 2017 çулччен регистрацилесе пĕтермелле. Вăхăчĕ питĕ сахал, паян çине тăрса ĕçлемесен кая юлма та пулать. Пĕлтĕрхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пайçăсен 47 проценчĕ хăйсене тивĕçекен лаптăксене регистрациленĕ. Çулталăк тăршшĕпе кăтарту 5 процент кăна ỹснĕ. Кун пек хăвăртлăхпа ĕçлесен 10 çулта та пĕтерейменни, çавна май тимлĕх ытларах уйăрмалли пирки каларĕ Леонид Валерьевич. Сăкăт, Çĕнĕ Ахпỹртпе Пикшик, Ишлĕ тата Турханпа Çĕньял ял тăрăхĕсенче аван тăрăшнине пĕлтерчĕ.

Çĕр ыйтăвĕ строительствăра та йывăрлăхсем кăларнине палăртрĕ район администраци пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ Н. Краснов. Хăть мĕнле объект тума пуçличчен те çĕре мĕнле тĕллевпе усă курма пăхнине пăхăнмаллине, документсене тĕрĕс йĕркелемеллине асăнчĕ.

Çулталăк вĕçленсе пырать, çавна май ял тăрăхĕсенче бюджета укçа-тенкĕ кĕртесси еплерех пыни пирки район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова чарăнса тăчĕ. Вăл налук пухассипе маларахах ĕçлеме пуçăнмаллине, юлашки кунччен тăсмалла маррине асăрхаттарчĕ.

Ял тăрăхĕсенче муниципаллă программăсене аталантарасси çинчен экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕн çумĕ В. Медведев тухса калаçрĕ.

Çак кунхинех çул-йĕр хăрушсăрлăх комиссийĕн ларăвĕ пулчĕ. Канашлура районти ОГИБДД начальникĕ А. Петров 11 уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан аварисен шучĕ 30 процент, вилнисен 46 процент чакнă. Водительсем руль умне хĕрĕнкĕ пуçпа ларни ырри патне илсе пымасть. Инспекторсем чарнă виçĕ шофертан пĕри эрех ĕçнĕ хыççăн çула тухнă. Çакă чăннипех те шухăшлаттарать, пăшăрхантарать. Вĕсен çăмăлттайлăхне пула айăпсăр çынсем ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупаççĕ, йывăр аманса инвалид пулаççĕ... Александр Аркадьевич инкекрен сыхланас тесен ял тăрăхĕсенче те тимлĕхе ытларах ỹстермеллине, Çĕнĕ çул каникулĕ умĕн ачасене правилăсене тепĕр хут аса илтермеллине, асăрханулăха çухатмалла маррине каларĕ.

Çул-йĕр тасатакансем хăйсен ĕçне вăхăтра пурнăçламаннипе те инкексем пулма пултараççĕ. Çулсене пăхса тăракан организацисен ертỹçисем пăрлак чухне сапма хăйăрпа тăвар хутăшĕ çителĕклĕ хатĕрленине, юра тасатма техника яланах хатĕр тăнине пĕлтерчĕç.

Канашлура районта водительсем хатĕрлекен орг-анизацисене ертсе пыракансем те сăмах илчĕç.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе ĕçлекен районти комиссин планĕпе комисси секретарĕ П. Кузнецов паллаштарчĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика