Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Ватлăх пултăр хисеплĕ

09 декабря 2015 г.

Аслă ăрури çынсене патшалăх енчен пулăшу кỹрес, вĕсен пурнăç условийĕсене çăмăллатас тĕллевпех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 42 çул та 6 уйăх ĕçленĕ арçынсене, 37 çул çурă вăй хунă хĕрарăмсене "Ĕç ветеранĕ" ята памалла тăвасси çинчен иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче хушу кăларнăччĕ. Вăл вара кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ.

Паянхи куна "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята çак хушупа килĕшỹллĕн районта 531 çын илчĕ. Юлашкинчен тивĕçнисене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов саламларĕ. Çавăн пекех Рудольф Васильевич район умĕнче тăракан малашлăх тĕллевсемпе те паллаштарчĕ. Районăн çĕнĕ ертỹçи 19 ял тăрăхĕнчи халăхпа тĕл пулса вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлнине палăртрĕ. Пĕрле ки- лĕштерсе вăй хурсан çеç йывăрлăхсене çĕнтерме майсем пулнине асăнчĕ. Çĕрпе тухăçлă усă курса район бюджетне май пур таран пуянлатасси тĕп тĕллев пулнине пĕлтерчĕ.

"Ĕç ветеранĕ" чыслă ята илнисене социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Моисеев ăшшăн саламларĕç. Вĕсем çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх кăтартнине пĕлтерчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика