09 декабря 2015 г.
Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн Генераальнăй Ассамблейин 2003 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹл-лĕн декабрĕн 9-мĕшĕ _ Пĕтĕм тĕнчери коррупцие хирĕç кĕрешмелли кун.
Юлашки çулсенче пушшех çивĕчленнĕ коррупци ыйтăвĕпе пирĕн прокуратура сотрудникĕсем те çулталăк тăршшĕ- пех тимлеççĕ. Çак тĕллевпе патшалăх тата муниципаллă учрежденисенче, районти самоуправлени органĕсенче пулса коррупци евĕр хура ĕçсене тăрă шыв çине кăларас тĕлĕшпе сахал мар ĕçлетпĕр. Тĕрĕслевсем вара çакна çирĕплетсе параççĕ. Чылай чухне патшалăх тата муниципаллă тĕллевпе çăмăллăхсем, ĕçсем тунă, таварсем туяннă чухне Федараллă Саккунăн "О противодействии коррупции" текен 7 статйине пăхăнманни сисĕнет. Укçапа çыхăннă ĕçсенче те тĕрĕсмарлăхсем нумай тĕл пулаççĕ. Бюджета кĕрекен укçана касса витĕр кăларманни _ саккуна пăсни.
Право йĕркине сыхлакан органсем тимленипе 2015 çулта коррупцие çывăх 15 преступление тупса палăртнă. Вĕсенчен район судĕнче ултă ĕçе пăхса тухнă, пурне те уголовлă майпа айăпланă. Ытти ĕçсем тĕпчев шайĕнче.
Мĕн пурĕ район прокуратури коррупци енĕпе саккуна пăснă 110 тĕслĕх тупнă, 45 протест, 44 представлени çырнă. Суда 15 иск тăратнă. Прокуратура постановленийĕпе 4 уголовлă ĕç, 2 административлă ĕç пуçарнă.
Кучухне йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем усал ĕçсемпе юхăмсене хирĕç тăрса тăрă шыв çине кăларнă фактсем пайтах. Коррупци ыйтăвĕ паян районта çеç мар, республикăра та, Раççейре те пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Обществăшăн хăрушлăх кăларса тăратакан юхăмсемпе, пулăмсемпе малашне те çине тăрсах кĕрешĕпĕр. Çавăнпа та саккунтан пăрăнар мар.
Ю. ФУРАЖНИКОВ, район прокурорĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)