Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Кашни çĕр лаптăкĕн хуçи пултăр

05 декабря 2015 г.

Кĕçнерникун пирĕн ра- йонта республикăри ял хуçалăх министрĕ С. Артамоновпа Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ О. Мешков пулчĕç. Вĕсем ял тăрăх пуçлăхĕсемпе, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе, фермерсемпе тĕл пулчĕç.

Çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ канашлăва район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов уçрĕ. Сỹтсе явма палăртнă ыйтусем çивĕч: çĕр лаптăкĕсемпе эффективлă усă курасси, çĕр пайĕсене йĕркене кĕртесси, ял хуçалăхне аталантарас ĕçе çамрăксене явăçтарасси. Малтанах Рудольф Васильевич район администраци пуçлăхĕн çĕнĕ çумĕпе, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçипе, çамрăк та мал ĕмĕтлĕ ĕçченпе Л. Кузнецовпа паллаштарчĕ. Сăмах май çакна палăртса хăварма та кăмăллă: Леонид Валерьевич маларах страхлакан компани ертỹçинче те, банк системинче те ĕçленĕ, фермер хуçалăхĕнче те хăйĕн тăрăшулăхне кăтартнă.

Канашлура килти хушма хуçалăха аталантарма май паракан çăмăллатнă кредитпа районта тухăçлă усă курнине те палăртрĕç. Çак тĕллевпе 223 миллион тенкĕ уйăрнă. "Анчах ăна тĕллевлĕ усă курмалла. Çĕре, çĕр пайĕсене ĕçе кĕртнине тĕрĕслесех тăмалла",_ терĕ ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов.

Çĕр пайĕсене вырăнта мĕнле усă курнипе район пуçлăхĕ, "Первомайск" тата "Малалла" ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçи М. Петров, "Исток" çĕр ĕç фирмин генеральнăй директорĕ А. Илюткин, Ишлĕ тата Пикшик ял тăрăхĕсен ертỹçисем Л. Юркинăпа В. Мефодьев чарăнса тăчĕç. Р. Санзяпов фермер ху- çалăх ертỹçи çĕр лаптăкĕсен докуменчĕсене тă-вас ĕç кăткăс пулнине палăртрĕ О. Мешков вара хăйĕн сăмахĕнче "Батыревский", "Исток" пĕрле- шỹсем, Çĕнĕ Ахпỹртри Е. Мартышкинпа Л. Краснова фермерсем ял хуçалăх производствине çĕнĕ технологисем кĕртсе ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тунине, вĕсем ют çĕршывсен ĕç ăсталăхне вĕренсе пынине каларĕ.

Ял хуçалăхне çĕнĕ кадрсене çамрăксене явăçтармалла, фермер хуçалăхĕсене тата ытларах уçма май туса памалла. Кашни çĕр лаптăкĕ тупăш патăр _ çакă канашлун тĕп шухăшĕ пулчĕ.

(Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика