28 ноября 2015 г.
28 ноября 2015 г.
УРАМРА чỹк уйăхĕн юлашки кунĕсем пулин те çанталăк хĕл еннелле туртăнса хăйĕн кăралăхне кăтартниех туйăнмарĕ-ха. Çапах та пурте пĕлетпĕр, çывăх вăхăтрах тавралăх шур кашмапа витĕнме те, куçсăр-пуçсăр çил-тăман çулсене хỹсе лартма та пултарĕ. Ватăсем калашле, хĕл тени хĕрĕх тĕрлĕ те пулма пултарĕ-ха. Çавăнпа та районти çул-йĕре пăхса тăракан организацисен, вырăнти муниципалитетсен çакна шута илмеллех, çулсене, урамсене, тăкăрлăксене вăхăтра тасатса тăмалла. Хĕллехи çул никамшăн та "шлагбаум" вырăнне ан пултăр!
Сăмах çине тенĕ евĕр, ĕнер ирхинех лапка-лапка юр çуса утма çулсене те, аслă çула та тултарса лартрĕ. Çутçанталăкăн пĕрремĕш тĕрĕслевне çул-йĕре пăхса тăракансем ăнăçлă чăтса ирттерчĕç темелле, вĕсене вăхăтра уçса тăчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)