28 ноября 2015 г.
Патăрьелĕнчи "Юмах" ача садĕнчи Аннесен кунне халалланă черетлĕ мероприятие концерт евĕр ирттерчĕç. Унта М. Кисееван "Звездочки" ушкăнне çỹрекенсем хутшăнчĕç. Тăрăшса хатĕрленни вара куç умĕнчех. Ачасен тумĕ те уявпа килĕшỹллĕ. Юрăсем, сăвăсем, вăйăсемпе ăмăртусем кĕртнисĕр пуçне концерта уйрăм тата ушкăнпа ташлакан ташăсене те кĕртнĕ.
Уявра ырă та ăшă сăмахсем чĕрене тиврĕç, куççуль кăларчĕç. Д. Кузнецов амăшĕ чуна пырса тивекен сăвăпа тыткăнларĕ. Хăнасем йышлă пулни те ачасене пăлхантармарĕ. Вĕсене педагогсем хавхалантарса пычĕç. Çак кун аннесемпе асаннесем çинчен сахал мар сăмах пычĕ. Вĕсем çитĕнекен ăрăва çĕр çывăрмасăр, сăпка юрри юрласа сиктерсе ỹстернĕ-çке.
М. Кисеевăпа Т. Лепешкина ĕçченсем те сахал мар тăрăшнă ачасен ăсталăхне амăшĕсене кăтартас тесе.
Г. ЧУКМАЕВА, воспитатель
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)