Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Çын факторĕ тĕп вырăнта

25 ноября 2015 г.

25 ноября 2015 г.

 

Хĕл сиввисем пуçланиччен çулленех кĕрхи çанталăкра вируслă инфекци (ОРВИ) е грипп ерес хăрушлăх пур. Мĕн тумалла-ха çакăн пек чухне? Профилактика ĕçĕ пырать-и? Шурă халатлисен сĕнĕвĕсем çынсем патне çитеççĕ-и? Çак тата ытти ыйту йĕри- тавра пычĕ район администрацийĕн санэпиднадзор комиссийĕн черетлĕ ларăвĕнче калаçу. Малтанах ку енĕпе вырăнта тăракан лару-тăрупа район больницин тĕп врачĕ Г. Петрова паллаштарчĕ. "Сиплев учрежденийĕнчи инфекциллĕ чирсенчен сыватакан уйрăм валли вируссене хирĕç кĕрешмелли препаратсем (ингаверин, арбидол, тимафлю, виферон, кагоцел) заппаспах хатĕрленĕ. Медицина ĕçче- нĕсене сăмсапа çăвара хупламалли маскăсемпе тивĕçтерме майсем пур. Дезинфекци хатĕрĕсем те çителĕклĕ. Ытти аппаратсене те янтăланă. Чирлекенсен йышĕ ытларах пулас пулсан хушма койкăсем лартатпăр. Иртнĕ çул ку енĕпе лару-тăру йĕркеллех пулчĕ", _ терĕ Галина Семеновна.

Çак чирсене пула 2014-2015 çулсенчи эпидтапхăрта вилекен пулман. Апла пулсан профилактикăн усси пурах. 11800 çынна прививка туни те вырăнлă пулнă. 2015-2016 çулсенче те ку тĕлĕшпе пикенсе ĕçлесшĕн. Халиччен кỹрсе килнĕ вакцинăсемпе ача сачĕсене, шкулсене çỹрекенсене, медицина, вĕрентỹ, коммуналлă сфера ытти ĕçченсене чиртен хỹтĕленĕ. Çар ретне тăма хатĕрленекенсене те, вăраха кайнă чирсемпе асапланакансене те манăçа хăварман. Тепĕр чухне медицина ĕçченĕсен тăрăшулăхне вырăна хуманни те пулать. Медсестрасем коллективсене укол тума тухса çỹреççĕ. Ăнланулăх çитменнисем вара çакна хирĕçлеççĕ. Прививка тумалли эмелĕ пурин валли те çитмест. Ку енĕпе те йывăрлăхран тухма тăрăшаççĕ. Йышлă çын ĕçлекен предприятисен ертỹçисемпе çитмен вакцинăсене туянма килĕшỹ тăваççĕ тата ытти те. Илнĕ эмелсене упрама холодильник та çителĕклĕ туяннă. Халăх хушшинче лекцисем вулаççĕ, калаçусем ирттереççĕ. Асра тытмалли памяткăсем те сахал мар саланать.

Чиртен хỹтĕленесси пĕччен тумалли ĕç мар. Çавăнпа та ларура район администрацийĕн вĕрентỹ, социаллă аталану тата информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕн В. Осипов (ун чухне çак должноçра ĕçленĕ) калаçăвне те итлерĕç. Валерий Владимирович ĕçченсен, ачасен ытларах пайĕ чиртен хỹтĕленсе прививка тутарнине палăртрĕ. Шкулсемпе садиксен пỹлĕмĕсенче пĕрешкел сывлăш температури тытса тăма тăрăшнине каларĕ. Вĕренекенсене кунне икшер апатлантарассине, витаминлă продуктсем кĕртессине йĕркелеççĕ. Турханти тата Ыхра Çырминчи вăтам шкулсенче столовăйсем хушма çуртсенче. Хĕллехи çанталăкра ачасем унта тумтирсĕрех чупма пăхаççĕ-мĕн. Туалетсем те пур учрежденинче те шалта пулманни чăрмав. Тăхтавсенче хăш-пĕр шкулсенче чỹречесене уçса уçăлтарма рамисем те шанчăклă мар, кивелсе çитнĕ.

_ Республикăри вăтам кăтартупа танлаштарсан нихăш енĕпе те япăх ĕçлеместпĕр эпир. Анчах çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Çын факторне малашне те тĕпе хумаллах. Ача сачĕсенче, шкулсенче, халăх апатланма çỹрекен вырăнсенче, йышлă вăй хуракан, ытти çĕрте яланах кирлĕ ыйтусем пурнăçланччăрах. Çавăн чухне çеç кашнийĕ хăйĕн ĕçне тивĕçлипе туни курăнĕ, _ терĕ Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ Н. Сергеева.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика