25 ноября 2015 г.
25 ноября 2015 г.
Инсультпа çулленех республикăра 4 пин çын ытла чирлет. Çакă савăнтармастех. Мĕнле сăлтавпа пулать-ха вăл? Юн тымарĕсем çурăлса кайса нерв клеткисене сиенленĕрен е вĕсем питĕрĕнсе ларнăран пуç мимине юн çитменрен. Вăл питĕ хăвăрт пулса иртет. Чирлекенсен пиллĕкмĕш пайĕ шăпах ĕçлеме пултаракан вăйпитти.
2015 çула Раççей Президенчĕ чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе палăртнăччĕ. Çавна май республикăра ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлес тĕлĕшпе мероприятисен планне те тунăччĕ. Унпа килĕшỹллĕн чир хăрушлăхĕ пирки халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕ тума тăрăшатпăрах. Инкек кĕтмен çĕртен пулать терĕмĕр. Чир паллине пĕлес тесен, çын урăхланнине туятăр пулсан ăна кулма, калаçма, икĕ аллине те çĕклеме ыйтмалла. Шалкăм çапнă çын çаксене тă- ваймасть. Калаçăвĕ те тытăнчăкланать. Ун пек чухне тỹрех васкавлă пулăшу чĕнмелле. Вăхăта хăвăртлатни сусăрланассинчен, инкекрен хăтарса хăварма пулăшатех.
2009 çултанпа республикăра юн тымарĕсене сиплекен центрсем уçăлнă. Пирĕн районшăн Канашри çывăх. Унти пысăк технологиллĕ оборудованисем вăхăтра диагноз лартма, квалификациллĕ медицина ĕçченĕ-сем васкавлă пулăшу пама пултараççех.
Кăçалхи 9 уйăхра Канашри уйрăмра пирĕн районтан 67 пациент выртса сипленчĕ.16 çынна вара районти тĕп больницăра кирлĕ пулăшу пама пултартăмăр. 83 çынран 14-шĕ ĕçлеме пултаракан ỹсĕм çулĕнче.
Тепĕр хут çакна аса илтересшĕн. Чир ан çулăхтăр тесен шайлаштаруллă апат çимелле. Çуллă çиессинчен пăрăнмалла. Сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла. Вăхăтран вăхăта участокри терапевт патĕнче пулмалла, диспансеризаци тухмалла. Юн пусăмĕпе сахăр шайне пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Терапевт вĕсене чакармалли эмелсем сĕнсен ĕçмеллех. Сывлăхлă пулăр.
М. ПЛЕЧОВА, районти тĕп больницăри врач невролог
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)