Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Добрый день! Вас приветствует сайт Батыревского сельского поселения! Ырă сунса кĕтетпĕр!

Публикации » Упра чыслă ятна, кадет!

21 ноября 2015 г.

Ноябрĕн 14-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти акт залĕ кĕрлесе çеç тăчĕ. Кунта 1г класс вĕренекенĕсем (класс ертỹçи Г. Сафина) кадет пулма тупа турĕç.

Шкулта кадетсен класĕ пуçласа 2012 çулта уçăлнă. Унтанпа 6 класра кадетсем вĕренеççĕ. Халĕ акă тепĕр класс ачисем кăвак галстукпа çỹреме пуçлĕç. Мĕнле тăрăшса хатĕрленчĕç пĕрремĕшсем çак куна: кун сиктерсе стройпа утма хăнăхрĕç, юрă сăмахĕсене вĕренчĕç. Кĕтнĕ кун залра Тинĕс-çар флочĕн Чăваш Республикинчи союзĕн председателĕ В. Крюковский, Хура тинĕс флочĕн ветеранĕсем Р. Насрутдиновпа Д. Фомин, ЧР çар комиссариачĕн Шăмăршă тата Патăрьел районĕсен пайĕнчи призыв уйрăмĕн пуçлăхĕ А. Шулепов, районăн хисеплĕ гражданинĕ В. Салмин, кадет класĕсен ертỹçисем _ тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсем Ю. Яковлев, В. Карягин, В. Паймулин тата ашшĕ-амăшĕ пуçтарăнчĕç.

Хавхлануллă самант пулас кадетсем стройпа утса сцена çине хăпарнипе пуçланчĕ. Ю. Яковлев вĕсене саламланă май ыттисенчен тумпа кăна мар, хăйсене тивĕçлĕ тытма пĕлнипе, тăрăшуллă вĕреннипе уйрăлса тăмаллине палăртрĕ. Ун хыççăн вĕренекенсене кăвак галстук, пилотка тăхăнтартрĕç. 2в, 3в, 4б тата 4г классем илемлĕ ташăпа, юрăпа савăнтарчĕç. Килнĕ хăнасем те вĕренекенсене саламласа çĕршыва юратма, тивĕçлĕ гражданин пулса ỹсме сунчĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле ялав умĕнче асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç (ỹкерчĕкре).

И. ТЕРЕНТЬЕВА, директор çумĕ.

А. ШУЛЕПОВ, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Шăмăршă тата Патăрьел районĕсен пайĕнчи призыв уйрăмĕн пуçлăхĕ: "Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта кадет кла- сĕсене йĕркелесси аталансах пырать. Çакна эпĕ питех те кирлĕ пулăм тесе шутлатăп. Ку вăл вĕренекенсене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп ỹсме май парать. Районта тĕрлĕ юхăмсем _ тинĕс-çар флочĕн, пограничниксен, десантниксен ветеранĕсен союзĕсем _ йĕркеленсе кайни те çитĕнекен ăрура патриотизм туйăмне тата та çирĕплетет. Хамăрăн обществăна хамăрăн йĕркелемелле, çĕршыв валли шанчăклă ывăл-хĕре ỹстерме те пирĕнех _ аслисен _ тăрăшмалла".

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район с.Батырево, ул. Канашская,22
Телефон: 8(83532) 61440
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика