14 ноября 2015 г.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" уйăхлăха хутшăнса 2б тата 3а классенче вĕренекенсем хушшинче хутăш эстафета иртрĕ. "Сывлăхлă пуласси _ модăллă", "Сывлăхлă пуласси _ класлă", "Сывлăхлă пуласси _ хăрушă мар, "Сывă ăру _ вăйлă та чечекленекен çĕршыв". Çак чĕнỹпе иртрĕ сывлăх кунне халалланă черетлĕ мероприяти. Эстафетăна 3 команда хутшăнчĕ. Чупса та, выляса та, мечĕке пĕр-пĕрне парса та ăмăртмалла пулчĕ. Вăйă хаваслă иртрĕ. Туслăх çĕнтерчĕ. Кашни ача сывлăха упраса пурăнмаллине пĕтĕмлетỹ турĕ. Сывлăх кашни çыншăн чи пахи. Тĕреклĕ те çирĕп пулас килет çитĕнекен ăрăвăн.
Н. АНТОНОВА, С. УРУКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)