11 ноября 2015 г.
11 ноября 2015 г.
Кĕркуннехи сивĕ кунсем те, пĕрĕхсе тăракан çумăр та кулăшпа шỹте юратакан çамрăксене, кăштах аслăраххисене те тытса чараймарĕ. Вĕсем культурăпа кану центрне КВН вăййине курма пуçтарăнчĕç. Çак конкурса Патăрьел район администрацийĕн вĕрентỹ па йĕнчи çамрăксемпе ĕçлекен центрăн ĕçченĕсем йĕркелерĕç. Программăна В. Арланова ертсе пычĕ. Вăййа 5 команда _ Пăлапуç Пашьелĕнчи "Борщ", Пикшикри "Аврал", Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулăн "Люди Б", 2-мĕш вăтам шкулăн "Дети юмора", Тутар Сăкăтĕнчи "Экстрим" _ хутшăнчĕç. КВНа "Культура çулталăкĕнчен _ литература çулталăкне" темăпа ирттерчĕç.
Кулленхи ĕçсем çинчен манса кайсах пуçтарăннă халăх тĕрлĕ шỹтпе савăнчĕ, çавăн пекех уяв каçне культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ юрă-ташă тăхтавĕ те кăмăлсене уçрĕ.
Командăсем пĕринчен тепри маттур, жюрисене те çĕнтерỹçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Çамрăксемпе ĕçлекен центрăн ертỹçи А. Адикина, ачасене хушма пĕлỹ паракан центрăн методисчĕсем С. Елагина тата Т. Макова, "Молодая Гвардия" канашăн ертỹçи В. Горбунова, Раççейри ялти çамрăксен канашĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн ертỹçин çумĕ В. Петров кашни конкурса тĕплĕн хакларĕç.
Çĕнтерỹçĕ вара Патăрье лĕнчи 2-мĕш вăтам шкулăн "Дети юмора" команда пулчĕ. Ытти командăсем "КВН призерĕ" ята тивĕçрĕç.
Командăсене грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç. Культурăпа кану центрĕ çĕнтерỹçĕ- сене кубок парса хавхалантарчĕ, пылак çимĕçпе сăйларĕ.
А. АНТОНОВА, вĕрентỹ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен методист
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)